Машина çунтаракана хăвăрт йӗрлесе тытнă
Çӗрккӗ Хусанти Гудованцев урамӗнчи 15 номерлӗ çурта хирӗç Беломорская урамӗнче темиçе машина çунни çинчен пӗлтерекен хыпара васкавлă службăсем 2:33 сехетре илнӗ
Раççей МЧСӗн Тутарстанри патшалăх управленийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, пушар сӳнтерекенсем вырăнта виçӗ автомобиль çуннине палăртнă – «Лада», Hyundai тата Nissan. Çунакан лаптăк 15 тваткал метра çитнӗ. Паян ир-ирех 5 сехет те 43 минутра пожарнăйсем машинăсем çунни çинчен тепӗр хыпар илнӗ. Хальхинче Гудованцев урамӗнчи 49 номерлӗ çурт патӗнче «Лада» тата Hyundai çуннă. Вут автомобильсен салонӗсемпе корпусӗсене сиен кӳнӗ. Пушар лаптăкӗ 4 тваткал метр пулнă. Икӗ пулăмра та экспертсем машинăсем вут тӗртнипе çуннине палăртнă.
Полицейскисем автомобильсене вут тӗртсе çунтаракана хăвăрт шыраса тупнă, арестленӗ. 43 çулти ӳсӗр арçын хăй хăтланăвне ăнлантарасса кӗтеççӗ йӗрке хуралçисемпе автомобильсен хуçисем.
Арçынна хирӗç çын харпăрлăхне сиен кӳнӗшӗн уголовнăй ӗç пуçарнă.
Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев