News by date 1 August 2016
-
Пирӗнсӗр пуçне никам та!
Паян çакна аса илекен те сахал. 15 çул каялла Аргун ту хутлăхӗнче 90 денсантник 2000 террориста хирӗç тăнă. 776 çӳллӗшри çапăçу Чечняри иккӗмӗш çар кампанийӗн эпизочӗ. Çак вăрçа паян аса илес текенсем те, темшӗн, нумайăнах мар. Вăл Раççей территорийӗнче иртнипе-ши, кампани вăраха тăсăлнипе-ши, ăссăрла нумай юн тăкнипе-ши, кирлӗ мар çухатусем...
-
ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере Диагностика центрӗ уçнă
ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере «Онкологи чирӗсене профилактикăласси» темăпа районти предприятисемпе организацисен ертӳçисем валли семинар ирттренӗ. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун республикăра хăрушă шыçăллă 90 пин çын учетра тăрать. Тутарстанра пурăнакан кашни 42-мӗш çынра онкологи чирне тупаççӗ. Анчах та, Вафин сăмахӗпе, рака диагноз теме васкамалла мар. Кӗрешӗвӗн тӗп...
-
Шкула каймалли вăхăт çитсе пырать
Тутарстанра «Хăвăн шкулна пулăш!» ыркăмăллăх акцийӗ малалла тăсăлать. Паянхи куна спонсор пулăшăвӗ 7 миллион та, 282 пин те 150 тенке çитнӗ. Меценатсен пулăшăвне Актаныш районӗнчи 5 шкул, Лайăш районӗнчи 12 шкул, Тукай районӗнчи 13 шкул, Нурлат районӗнчи 20 вӗрентӳ учрежденийӗ, Аксу районӗнчи 7 шкул илнӗ. Районсенчи шкулсене пуринчен те ытларах...
-
Чăваш ялӗн доярки Кукморти ăмăртура виççӗмӗш вырăн йышăннă
Нурлат районӗнчи Уксăмлăра пурăнакан Оксана Охотникова «Сулейманов А.И. ячӗллӗ фермер хуçалăхӗнче доярка пулса 18 çул ытла ӗçлет. Кăçал вăл ӗнесене сăвакансен хушшинче 43-мӗш хут иртекен республика конкурсне хутшăннă. Ăсăрту Кукмор районӗнче иртнӗ. Теорипе практика пайне тивӗçлӗн иртсе Оксана ытти дояркăсемпе пӗрле сăвăм залӗнче ăмăртнă. Опытлă ӗне сăваканăн ăсталăхӗ ăна ăмăртура...
-
Анат камăри чăваш гимназийӗ вӗренкенсене йыхравлать
Гимнази Чăваш Патшалăх Университечĕпе (ЧГУ им. И.Н.Ульянова) тачă çыхăну тытать: - спецкурссем; - аслă шкулсене вĕренме хатĕрлени; - ачасене наука ĕçне явăçтарни. Чăваш Патшалăх Университечĕпе çыхăну тытнин результачĕсем: - вĕренекенсенчен 96 % университетăн бюджет групписене вĕренме кĕреççĕ; - вĕренекенсем 100% университета вĕренме кĕреççĕ. Çавăн пекех гимназире вĕренекен ачасене валли питĕ...
-
Юраман çӗрте шыва кӗме ан васкăр, сывлăхшăн сиенлӗ
Шăрăх вăхăтра шыва кӗрес килет, уйрăмах ачасен. Анчах шыва кӗме чаракан «Купаться запрещено» знака хальхи вăхăтра чылай кӳлӗ е пӗве çывăхӗнче лартнă. Çак паллă шывлă вырăна çынсене шыва кӗмелли условисемпе туллин тивӗçтерменни çинчен пӗлтерет. Табличкăсене ятарласа хатӗрленӗ хăтару пункчӗсем çук тӗле е кӳлӗпе пӗвере паразитсем ертес хăрушлăх пур çӗре вынаçтараççӗ....
-
Çулла Çӗнӗ Шешкел библиотекине çын нумайрах çӳрет
Çуллахи каникулсен вăхăтӗнче ялти библиотекăра пурнăç вӗресе тăрать. Акă, тӗслӗхрен Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел библиотекине илер. Вăл ку вăхăтра çуллахи шкул çумӗнчи «Йăл-кулă» лагерьпе тачă çыхăну тытать. Çуллахи каникулсем - ачасене кӗнекесемпе çывăхлатмалли лайăх вăхăт. Вӗсене литературăна явăçтарс тӗлӗшпе С.Н.Исаева библиотекарь хăтлă кану лару-тăрăвӗ йӗркелеме пӗлет. Çаврăк вулакансем валли конкурссем,...
-
Кӳлпуçри культура ӗçченӗсем яла тирпейре тытма тăрăшаççӗ
Кăçал çумăрсем çителӗклӗ пулчӗç, тырă лайăх ӳсрӗ, анчах та çум-курăк тырăран та лайăх ӳсет. Уйрăмах ялсенчи никам та пурăнман кил-çуртсем умӗнче. Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхне кӗрекен сывлăх сыхлав, культура учрежденийӗсенче, ял администрацийӗнче ӗçлекенсем çак кунсенче курăка çулас тӗлӗшӗпе ӗçсем ирттернӗ. Ял хутлăхӗ çавăн пекех çынсене те килӗсен таврашӗнчи ӳссе...
-
Чăваш ялне илсе кӗрекен асфальтлă çула тӗпрен юсанă
Апрелӗн 20-мӗшӗнчен Апас районӗнче 25 километр асфальлă çула тӗпрен юсанă. 15 çул каялла тунă Апас-Чӗрккӗн çул ниçта юрăхсăр пулни çинчен çынсем кашни пухура ыйту çӗкленӗ. Район центрӗнчен Тюбяк-Чӗрккӗн ялне çити 8 километр. Çул реконструкцине икӗ çул каяллах пуçланă пулнă. Халӗ маршрутăн юлашки 3 километрӗнче çӗнӗ асфальт сарăлчӗ. Çӗнӗ технологисемпе хурăнакан...
-
Кӗçӗн Сӗнчел çыннисем çӗнӗ клублă пулса тăчӗç
Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче çӗнӗ культура çуртне июлӗн 30-мӗшӗнче уçрӗç. Ял çыннисене çак уявпа саламлама Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов, ТР Культура министерствин муниципаллă районсемпе çыхăну тытакан уйрăмăн пуçлăхӗ Л.М.Ахметзянова тата ытти хăнасем килсе çитрӗç. «Ял клубӗсем программăпа» тунă культура çурчӗшӗн район пуçлăхӗ республика пуçлăхӗсене тав турӗ. Çак программа...