Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Кӗçӗн Сӗнчел çыннисем çӗнӗ клублă пулса тăчӗç

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче çӗнӗ культура çуртне июлӗн 30-мӗшӗнче уçрӗç. Ял çыннисене çак уявпа саламлама Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов, ТР Культура министерствин муниципаллă районсемпе çыхăну тытакан уйрăмăн пуçлăхӗ Л.М.Ахметзянова тата ытти хăнасем килсе çитрӗç. «Ял клубӗсем программăпа» тунă культура çурчӗшӗн район пуçлăхӗ республика пуçлăхӗсене тав турӗ. Çак программа...

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче çӗнӗ культура çуртне июлӗн 30-мӗшӗнче уçрӗç. Ял çыннисене çак уявпа саламлама Аксу муниципаллă районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов, ТР Культура министерствин муниципаллă районсемпе çыхăну тытакан уйрăмăн пуçлăхӗ Л.М.Ахметзянова тата ытти хăнасем килсе çитрӗç.

«Ял клубӗсем программăпа» тунă культура çурчӗшӗн район пуçлăхӗ республика пуçлăхӗсене тав турӗ. Çак программа пулăшăвӗпе çӗнӗ клубсем кăна мар, кивӗ культура вучахӗсем те юсанса-çӗнелсе пыраççӗ.

Хăнасем çавăн пекех 1941-1945 çулсенче вăрçăра пуç хунă ял сатакӗсене асăнсатунă обелиск умне чечек çыххисем хучӗç. Кӗçӗн Сӗнчел çыннисем пухăннисене концерт кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев