News by date 2 May 2017
-
Шупашкарта курав уçăлнă
Апрелӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Наци библиотекинче Тутарстанри, Мари Элри, Чăваш Енрипе Самара хулари художниксен регионсен хушшинчи «Дружбе и братству народов посвящается» II куравӗ уçăлнă. Унта хутшăнакансене саламлама Хусанти «Салам» (ертӳçи Светлана Садыкова) чăваш фольклор ушкăнӗ те пынă. Тутарстан Республикинчи художниксенчен куравра Елена Юрьевна Баймяшкина хăйӗн ӳкерчӗксене тăратнă.
-
Якуркелӗнчи футбол турнирӗнче вырăнтисем çӗнтереймен
Апрель уйăхӗн 30-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Якуркел ялӗнче футбол турнирӗ иртнӗ. Ăмăртăва Мухтав орденӗсен кавалерне Павел Егорович Михеева халалласа ирттернӗ. Турнира пурӗ 6 команда хутшăннă: Нурлатри «Факел» ушкăнӗ (1-мӗш вырăна тивӗçнӗ), Нурлат районӗнчи Мамăкпа (2-мӗш вырăн) Якуркеленчи аслисен (4мӗш вырăн) командисем, Самар облаçӗнчи Максимкино (3-мӗш вырăн), Якуркел çамрăкӗсен тата Нурлатри НГДУ...
-
«Туслăх кӗперӗ»
Апрелӗн 27-мӗшӗнче Нăрлатри Халăхсен туслăх çуртӗнче чăваш чӗлхипе литература фестивалӗ «Туслăх кӗперӗ» иртнӗ. Уява Нурлат районрипе тӗп хулинчи ЧНКЦ тата районăн вӗрентӳпе культура пайӗсем йӗркеленӗ. Фестивалӗ Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Çӗнӗ Шуçăм районсенчен хутшăннă. Пурӗ 60 ача.
-
Вăрлăхсемпе лартмалли материалсене туянмалли йӗрке
Вăрлăх туянас кăмăллă ахаль çынсемпе уйрăм предпринимательсен тимлӗрех пулмалла иккен. Пахча çимӗç тата чечек вăрлăхӗсем упракан пакет çинче культурăн ячӗ, вăрлăх сутакан организацийӗн (фирма) адресӗ е телефонӗ, сорчӗ, парти номерӗ, йывăрăшӗ (грамм) е пакетра миçе вăрлăх пулни (шучӗ), вăрлăха хăçанчен усă курмалли пулмалла. Срокӗ тухнă вăрлăха туянма васкас пулмасть. Çаплах...
-
Халех яваплă
Çӗпрел районӗнчи Матак шкулӗн вӗренекенӗ Виктория Бизунова ТР ача прависемпе Уполномоченнăйăн пулăшаканӗн удостоверенине илме тивӗçнӗ, пӗлтерет район сайчӗ. Районсенчи ытти пулăшакансемпе пӗрле Виктория малашне ачасен прависене хӳтӗлес, шкул ачисем хушшинче право пӗлӳлӗхне ӳстерес тата ача прависен конвенцине популяризацилес ӗçсене хутшăнӗ тата ытти те.
-
Балкон çинче – ӗне
Челябинскра пурăнакансене фермерсем ӗне тытма сӗннӗ. Килти выльăх-чӗрлӗх хăйӗн хуçисене кунсерен сӗт-çупа, турăх-тăпăрчăпа тивӗçтерсе тăрӗ. Лешсен вара мăйракаллă шултра чунсене апат парса чăрманмалла пулмӗ. Ӗç-пуçӗ акă еплерех пурнăçланса пырать: хула çыннисем ӗне туянса ăна Кăнтăр Уралта йӗркеленнӗ фермер хуçалăхне параççӗ. Çапла туса ӗмӗр тăршшӗне хăйсене сӗт продукцийӗн курăмлă пайӗпе тивӗçтереççӗ....
-
Шофера чăрмантарма юрамасть
- Пысăк тете, сире паян мӗн пулнă, çăмăл машинапа çур сехет пыратпăр - эсир вара пӗр сăмах та чӗнместӗр. Качча каян хӗр пек мăштах ларса пыратăр. Урăх чухне хăçан машина хăвăртлăхне ӳстермеллине, тормоза ир пуснине, кама ирттерсе ямаллине, пăрăну çутине сӳнтермеллине вӗрентмесӗр чăтса тăраймастăнччӗ, - тӗлӗнсе сăмах пуçарчӗ водитель çумӗнче...