Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шофера чăрмантарма юрамасть

- Пысăк тете, сире паян мӗн пулнă, çăмăл машинапа çур сехет пыратпăр - эсир вара пӗр сăмах та чӗнместӗр. Качча каян хӗр пек мăштах ларса пыратăр. Урăх чухне хăçан машина хăвăртлăхне ӳстермеллине, тормоза ир пуснине, кама ирттерсе ямаллине, пăрăну çутине сӳнтермеллине вӗрентмесӗр чăтса тăраймастăнччӗ, - тӗлӗнсе сăмах пуçарчӗ водитель çумӗнче...

- Пысăк тете, сире паян мӗн пулнă, çăмăл машинапа çур сехет пыратпăр - эсир вара пӗр сăмах та чӗнместӗр. Качча каян хӗр пек мăштах ларса пыратăр. Урăх чухне хăçан машина хăвăртлăхне ӳстермеллине, тормоза ир пуснине, кама ирттерсе ямаллине, пăрăну çутине сӳнтермеллине вӗрентмесӗр чăтса тăраймастăнччӗ, - тӗлӗнсе сăмах пуçарчӗ водитель çумӗнче ларса пыракан шăллӗ хăйӗн пиччӗшне.

- Водитель руль тытса пынă вăхăтра чăрмантарма юрамасть, - ăнлантарчӗ хăй мӗншӗн шăп пулнине тетӗшӗ.

- Ку саккуна сире кам вӗрентрӗ вара? - кăсăкланчӗ водитель.

- Пӗр палламан çын пире, чарăнура тăраканскерсе, пӗррехинче машинине чарса хулана лартса кайма пулчӗ. Ман упăшка, хăй водитель, сасартăк руль умӗнче ларакан арçынна машинана епле илсе пымаллине вӗрентме пуçларӗ. Лешӗ ăна малтанласа кулкаласа итлесе пычӗ. Унтан чăтаймарӗ - пире антарса хăварчӗ. Унтанпа вăл машина çине ларсан мăштах пырать, - ăнлантарса пачӗ пысăк тетӗшӗн мăшăрӗ йăл кулса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев