News by date 2 June 2016
-
Эпӗ кун пек ташлакансене халиччен курман
Хусанта ачасен ташă коллективӗсем нумай. Укçалла хырăм ташши ташлама вӗретекенсем чи йышлисем-тӗр. Малтан мăшăрпа эпир те хамăрăн 3 çулхи хӗре çавăн пек «фирма» панăччӗ. Анчах иккӗ çул çӳресе те ытлашши ӳсӗмсем тăваймарӗ пирӗн пӗчӗк ташăç. Ман пӗр юлташ каларӗшле: «ляу-сяу« сяу-ляу». Çавăнпа та амăшӗ хистенипе 5 тултарсан ăна урăх ташă...
-
Атте-анне пурри кил илемӗ
Çур ӗмӗр е тата та ытларах пӗрле пурăнакан мăшăр çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Çемье çавăрса ачасене ӳстересси тӗрӗс-тӗкел пулса пымасть. Килӗштерсе пурăннă çӗртех вăрçăнасси те пулать. Пӗр-пӗрне хисеплесе, ăнланса пурăннинче, чăтăмлăхпа тӳсӗмлӗхре пытанать те пулӗ çемье вăрттăнлăхӗ. «Атте-аннерен пахи çук», - теççӗ ваттисем. Атте… Анне… Кун-çул парнеленӗ чи çывăх çынсем....
-
Крымра чăвашсен Акатуйӗ июлӗн 10-мӗшӗнче пулать
Июнӗн 10-мӗшӗнче Крымра, Севастополь хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш Акатуйӗ иртет. Тутарстанри ЧНКА ҫак тӗллевпе Акатуя каяс текенсен ушкӑнне йӗркелет. Ушкӑн Хусантан автобуспа июлӗн 4-мӗшӗнче тухса 6-мӗшӗнче ирхине Хӑнакур (Фанагория) хули пулнӑ вырӑна ҫитме палăртать. Кунта ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкартан килнӗ чӑвашсемпе - чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗпе тӗл пулмлла, авалхи мӑнасаттесене асӑнса...