Атте-анне пурри кил илемӗ
Çур ӗмӗр е тата та ытларах пӗрле пурăнакан мăшăр çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Çемье çавăрса ачасене ӳстересси тӗрӗс-тӗкел пулса пымасть. Килӗштерсе пурăннă çӗртех вăрçăнасси те пулать. Пӗр-пӗрне хисеплесе, ăнланса пурăннинче, чăтăмлăхпа тӳсӗмлӗхре пытанать те пулӗ çемье вăрттăнлăхӗ. «Атте-аннерен пахи çук», - теççӗ ваттисем. Атте… Анне… Кун-çул парнеленӗ чи çывăх çынсем....
Çур ӗмӗр е тата та ытларах пӗрле пурăнакан мăшăр çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Çемье çавăрса ачасене ӳстересси тӗрӗс-тӗкел пулса пымасть. Килӗштерсе пурăннă çӗртех вăрçăнасси те пулать. Пӗр-пӗрне хисеплесе, ăнланса пурăннинче, чăтăмлăхпа тӳсӗмлӗхре пытанать те пулӗ çемье вăрттăнлăхӗ. «Атте-аннерен пахи çук», - теççӗ ваттисем. Атте… Анне… Кун-çул парнеленӗ чи çывăх çынсем. Атте-анне пурри пысăк телей. Шăпах, çак юратнă çынсем çичен пулӗ ман сăмахăм.
Мăшăрланса 50 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ 7-мӗш теçетке парăнтаракансем - Çарăмсан районӗнчи Лагерка ялӗнче пурăнакан Михаилпа Ольга Назаровсем.
Михаил Фомич Лагерка ялӗнче 1940 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче çуралнă. Ашшӗ Аслă тӗнче вăрçинче вăхăтсăр пуçне хунă, амăшӗ вӗсене виççӗшне - икӗ ывăлпа пӗр хӗрне - пӗчченех ура çине тăратнă. 1962 çулта Михаила салтака илсе кайнă. 3 çул та икӗ уйăхран киле каялла тарăннă хыççăн водителе вӗренсе тухнă та район центрӗнчех ӗçе вырнаçнă. Çулталăкран колхоз председателӗ чӗннипе каялла яла таврăннă, кладовщикра ӗçлеме пуçланă. 1970-1990 çулсенче ялти шкулта труд тата физкультура учителӗнче ӗçленӗ. 1990-мӗш çулта Михаил Фомича ял совет председательне суйласа лартнă. Унта 9 çул вăй хунă хыççăн каялла шкула таврăннă. Унта пенсие тухиччен ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухсан тата пӗр çул колхоз ферминче пăру пăхнă. Çав вăхăтрах ветерансен совечӗн председателӗ ӗçне пурнăçласа пынă. Атте мӗн пӗчӗкрен ашшӗсӗр ӳснӗ пирки нимле ӗçрен те хăрамасть. Кирек мӗнле ӗç те ун аллинче вӗресе тăрать. Аллисем унăн ылтăн. Мӗн пӗчӗкрен йывăçпа ӗçлеме юратаканскер тем тӗрлӗ эрешсем касса кăларать. Шкул ачисемпе йывăçран мӗн кăна ăсталаман-ши, мӗн чухлӗ ӗç хатӗрӗ туман-ши вăл? Сăмах май, унăн пиччӗшӗ йывăçпа ӗçлеме ăста. Унсăр пуçне пурнăç тăршшӗпех атте хут купăспа туслă. Кирек мӗнле уявра та ăна купăс калама чӗнеççӗ.
Ырă кăмăллă та тарават чунлă Ольга Николаевна кӳршӗ Çӗнӗ Шешкел ялӗнчен качча килнӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе атте салтака кайичченех паллашнă, 1966 çулта çемье савăрнă. Пӗрлешсенех тӗп килте хунямăшӗпе пӗрле пурăнма пуçланă çамрăк мăшăр. Асанне 90 çула çитиччен пӗр килте шăкăлтатса пурăнчӗç вӗсем. Анчах пӗр-пӗрне ăнланманни, кӳрентерни, сивӗ сăмах калани пулман. Паллах, ку аннерен те нумай килет, аттепе асанне те тав сăмахне тивӗçлӗ. Ӗçчен те сăпайлă пирӗн анне. 14 султах колхозра ӗçлеме пуçланă... Качча килсен нумай çул ӗне ферминче вăй хунă. 1988 çулта шкула техничкăна вырнаçнă та тивӗçлӗ канăва тухичченех унта ӗçленӗ.
Хăнасене те тарават. Лара-тăра пӗлменскер çу кунӗсенче пахчара тăрмашать. Сухан-кишӗр, çӗрулми йăранӗ таса, пӗр çумкурăк та çук. Мӗн çамрăкран вулама юратать. Вуламан кӗнеке те юлман пулӗ унăн. Сăмах май, атте те кӗнекесен тусӗ. Хӗллехи вăрăм каçсене анне ал ӗç туса ирттерет...
Аттепе анне çинчен ял халăхӗ ырăпа калаçать, хисеплеççӗ вӗсене. Хисеп хучӗсемпе хаклă парнесем те çирӗплетеççӗ çакна.
Виçӗ хӗрне - Вера, Надежда, Любовь - ӳстерсе ура çине тăратнă, кашниех çемьеллӗ ӗнтӗ.
Пӗр-пӗринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççӗ вӗсем. Картишре выльăх-чӗрлӗх, хур-кăвакал ӗрчетеççӗ, пахчара тӗрлӗ çимӗç ӳстереççӗ. Кил хушшинче пур япали те хăй вырăнӗнче.
Кашни чӳрече анинче илемлӗ тӗрлӗ тӗслӗ чечексем куçа илӗртеççӗ. Пӳлӗмре те туллиех вӗсем. Чечексем епле ешерсе ларнине курсан çак килте килӗшӳ хуçаланнине ӗненетӗнех. Ахальтен-и аттепе анне пӗр-пӗрне куçран пăхсах ăнланаççӗ.
Çапла, 50 çул аттепе анне пурнăç çулӗпе алла-аллăн юнашар утаççӗ, хӗрӗ-кӗрӳшӗсемпе, мăнукӗсемпе савăнса пурăнаççӗ. Вӗсем пирӗншӗн пысăк тӗслӗх пулса тăраççӗ, Юратупа Телей тӗслӗхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев