News by date 4 May 2017
-
Çӗнтерӳ кӗвви парксемпе скверсенче янăрӗ
Майăн 6-мӗшӗнче Хусанти Кремль çывăхӗнчи çыран хӗрринче «Музыка победы в парках и скверах» фестиваль иртет. Пӗр лаптăкра пӗтӗм республикăри вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗсем пухăнаççӗ. Хусан консерваторийӗ пӗлтернӗ тăрăх, çак фестиваль «Историческая память» проект йӗркипе иртет. Фестивале ирттерес пуçарупа Хусанти консерватори вӗренекенӗсем тухнă. Проектăн авторӗ вара Мария Ватагина. Фестивальте Çырчалли, Ешӗлвар,...
-
Купăсçăсен конкурсне хутшăнакансен хăйсен шутӗнчен апатланма тивӗ
Май уйăхӗн 27-мӗшӗнче Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм ялӗнче чăваш халăх пултарулăхӗн республикăри «Выля, хут купăс!» конкурс-фестиваль иртет. Конкурса йӗркелекенӗсем «Тутарстан халăхӗсен Ассамблеи» РОО, Тутарстанри Халăхӗсен туслăх çурчӗ, ТР ЧНКАпа ТР Çӗнӗ Шуçăм муниципаллă районӗ. Конкурса купăсçăсемсӗр пуçне тӗрлӗ оркестрсем, юрлакансем, хутăш ансамбльсем тата ыттисем те хутшăнаççӗ. Вӗсем чăвашсен стилӗпе пӗр музыка...
-
Вӗлерсе шыва пăрахнă
Майăн 4-мӗшӗнче Заинск хули çумӗнчи шыв хӗрринче 20-25 çулсенчи хӗрарăмăн кӗлеткине тупнă. Хӗрарăм çӗçӗ суранӗсенчен вилни паллă. Çак факт енӗпе Тутарстан следователӗсем РФ Уголовнăй кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (çынна вӗлерни) уголовнăй ӗç пуçарнă. Полиэтиленпа чӗркенӗ кӗлеткене пулăçсем асăрханă. Малтанласа палăртнă тăрăх, вăл шывра пӗр эрне яхăн выртнă. Хальлӗхе хӗрарăм...
-
Банкрота тухнă ГРЭС ӗçченӗсене урамра хăвармаççӗ
Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă. Нумай пулмасть çак предприяти банкрота тухнине çиреплетнӗ. Уруссури çынсене шывпа ăшăсăр хăварас мар тесе çуртсене икӗ контурлă котелсем çине куçарма йышăннă. Çакăн валли укçа-тенкӗ уйăрнă. Хальлӗхе районти 2148 хваттер хуçи котелсене лартма килӗшнӗ. Хутмалли вăхăт çитиччен ку...
-
Çарăмсансем çурт тăррисемсӗр тăрса юлнă
Çарăмсан районӗнче хăрушă аслатиллӗ çумăр иртнӗ хыççăн юсамалли ӗçсем пыраççӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Хальлӗхе пӗлнӗ тăрăх Çарăмсан районӗ тăрăхӗнчи 15 çуртсен, автозаправка станцийӗсен, ачапа çамрăксен спорт шкулӗсен, апат-çимӗç кӗлечӗсен, Çарăмсан больницин, тӗп библиотекин тата ыттисен те тăррисем хăпнă, чӳречисем ваннă.
-
Хаваспах качча пынă пулăттăм та – ман упăшка пур çав
- Арçынна арăмӗ кӗрӗк туянса пар тесе тарăхтарнинчен ытларах мӗн тарăхтарать? - Арăмӗ кӗрӗк тăхăнса çӳрени. Анчах та кӗрӗкне упăшки туянса паман... *** - Пăрлак çанталăкра шуса ӳкрӗм те пӗр хӗрарăм умне чӗркуççи çине лартăм. Мана вăл алăран тытса тăратрӗ те чӗркуççи çинчи юра аллипе сăтăркаласа тасатрӗ. Унтан вăл çапла...
-
Хӗрарăма мӗн ватăлтарать?
Стилистсемпе косметологсем каланă тăрăх, хӗрарăма яланах çамрăк курăнас тесе çунни тата наянлăх чылай аслăрах кăтартать-мӗн. Чăн та, хӗрарăма мӗн ватăрах тăвать-ха? 1. Кăвак çӳç. Нумай çыннăн вăтăр урлă каçсанах тăнлав тӗлӗнчи çӳç кăвакарма пуçлать. Енчен те эсир çӳçе сăрлатăр-тăк ку ӗç валли яланах вăхăт тупăр. 2, Хӗрарăм миçере пулнине алăсем...