News by date 5 November 2017
-
Эпир килте, хăнара мар
Ӗнер Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче «Пирӗн кил - Тутарстан» этнофестивалӗн гала-концерчӗ пулчӗ. Ăна Тутарстан Конституцийӗн 25 çуллăхне халалланăччӗ. Сцена çине республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 900 ытла çын тухрӗ. Вӗсене пурне те фестивалӗн зонăри тапхăрӗсенче пултаруллисенчен те пултаруллисене суйласа илнӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ...
-
Туслăх çурчӗ халь Шупашкарта та пур
Чăваш Ен Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне регионти тӗрлӗ халăхсене пысăк парне туса Шупашкарта Халăхсен Туслăх çуртне уçнă. Пӗрремӗш тапхăрӗн юсав ӗçӗсем валли республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйăрнине хыпарлать «Хыпар» хаçат сайчӗ. Çав кунах Туслăх çуртӗнче пĕрремĕш мероприяти - патшалăх наци политикине пурнăçа кĕртес ĕçри малашлăхсем çинчен «çавра сĕтел» те иртнӗ,...
-
Тăван чӗлхене вӗренмелле е çук?
(Ирина Кузьмина).Тăван чӗлхене шкулта вӗренесси тавра пыракан тавлашусем Тутарстанри пек урăх ниçта та хӗрӳ иртмеççӗ пулмалла. Хăйӗн наци интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан тата пӗлекен регион пулнине кăтартать вăл. Тутарсем Президентран пуçласа ахаль çынсем таранах тăван чӗлхе хӳттине тăчӗç. Тата ăçта иртрӗ-ха «Шăплăх сехечӗ» пек масштаблă акци? Октябрӗн 26-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн...