Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эпир килте, хăнара мар

Ӗнер Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче «Пирӗн кил - Тутарстан» этнофестивалӗн гала-концерчӗ пулчӗ. Ăна Тутарстан Конституцийӗн 25 çуллăхне халалланăччӗ. Сцена çине республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 900 ытла çын тухрӗ. Вӗсене пурне те фестивалӗн зонăри тапхăрӗсенче пултаруллисенчен те пултаруллисене суйласа илнӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ...

Ӗнер Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче «Пирӗн кил - Тутарстан» этнофестивалӗн гала-концерчӗ пулчӗ. Ăна Тутарстан Конституцийӗн 25 çуллăхне халалланăччӗ. Сцена çине республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 900 ытла çын тухрӗ. Вӗсене пурне те фестивалӗн зонăри тапхăрӗсенче пултаруллисенчен те пултаруллисене суйласа илнӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ тата Хусанти чăваш вырсарни шкулне çӳрекен ултă çулти София Чаркина хутшăнса фестиваль лаурачӗсем пулчӗç.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн саламне вуласа панă хыççăн 2017 çулта республикăна аталантарма пай кӗртнисене патшалăх наградисемпе тата Тав çырăвӗсемпе наградăларӗ. (С.Садыкова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев