News by date 6 October 2017
-
Линкка-линкка мар çав «Канаш» хаçат
Чӗмпӗр тăрăхӗнчи пӗртен-пӗр чăваш хаçатне «Канаша» хупса вырăсла кăларасшăн текен хыпар ӗнер интернетра сарăлчӗ. Çакăн тӗп сăлтавӗ - тираж пӗчӗкки-мӗн. Паллах, ку пӗрре те савăнтармасть. «Канаш» вăл - редакци коллективӗ кăна мар, область чăвашӗсен чунӗ. Ăна хупни Чӗмпӗр тăрăхӗнче пурăнакан 100 пин ытла йăхташа, Самар чăвашӗсем пекех, регион, унти чăвашсем...
-
Мультимедиллӗ комплекс Хусанта та уçăлать
Октябрӗн 27-мӗшӗнче Хусанта «Казанская ярмарка» курав центрӗнче патшалăхăн аваллăхӗнчен пуçласа паянхи кунчченхи тапхăрӗсене кăтартакан «Россия - Моя история. Республика Татарстан» мультимедиллӗ комплекс уçăлнине хыпарлать «Татар-информ» ИА паркăн регионти проекчӗн авторӗн, Тутарстан Наука Академийӗн Марджани ячӗллӗ Истори музейӗн ученăй секретарӗн Бахтияр Измайловăн сăмахӗсем çине таянса. Пӗртен-пӗр интерактивлă çак парк «Россия- Моя...
-
Чăваш «Пушкинӗ»
(Вера Александрова). Александр Савельев-Саса чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çуках пуль. Калем ăстин хайлавӗсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналта та, ытти регионсенчи пичет кăларăмӗсенче те тăтăшах пичетленсе тăраççӗ. Пултаруллă çыравçă хăй ӗмӗрӗпех тăван ялӗнче - Пушкăртстанри Авăркас районӗнчи Юламанта пурăнать. А.Савельев-Сас - РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ, М.Трубина, Ф.Карим...
-
Кадет вăл – чун туртăмӗ
(Майя Игнатьева. Сăнӳкерчӗк Ольга Коновалован). Элмет хулинчи уйрăм предметсемпе тарăн пӗлӳ паракан 18№ шкул районта чи лайăххисенчен пӗри. Виçӗ тӗрлӗ сулăмпа пӗлӳ параççӗ кунта: социаллă тата гуманитари (ИНОС программăпа вӗренекен классем), физикăпа хими (экологипе технологиллӗ классем) тата оборонăпа спорт енӗпе (кадет класӗсем). Кадет класӗсем кунта тăватă çул каялла кăна уçăлнă...
-
Тутлă пуль-ха эсӗ...
Çак кунсенче Аксу районӗнчи пӗр чăваш ялӗнче 40 çулти çынçиене арестленӗ, вăл çӳç-пуç вирелле тăмалла хăрушă преступлени тунă. Хăй сăмахӗсем тăрăх, пӗччен пурăнакан 53-ри пӗлӗшӗ патне ăна тутанса пăхас шутпах килнӗ вăл. Хайхискерне малтан аллипе, унтан тенкелпе çапа-çапа хӗненӗ. Лешӗ сывлама пăрахсан вара мăйӗнчен çӗçӗпе сӗрнӗ те хырăмне çурнă. Ăш-чик...