Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элмет (Альметьевский)

Кадет вăл – чун туртăмӗ

(Майя Игнатьева. Сăнӳкерчӗк Ольга Коновалован). Элмет хулинчи уйрăм предметсемпе тарăн пӗлӳ паракан 18№ шкул районта чи лайăххисенчен пӗри. Виçӗ тӗрлӗ сулăмпа пӗлӳ параççӗ кунта: социаллă тата гуманитари (ИНОС программăпа вӗренекен классем), физикăпа хими (экологипе технологиллӗ классем) тата оборонăпа спорт енӗпе (кадет класӗсем). Кадет класӗсем кунта тăватă çул каялла кăна уçăлнă...

(Майя Игнатьева. Сăнӳкерчӗк Ольга Коновалован). Элмет хулинчи уйрăм предметсемпе тарăн пӗлӳ паракан 18№ шкул районта чи лайăххисенчен пӗри. Виçӗ тӗрлӗ сулăмпа пӗлӳ параççӗ кунта: социаллă тата гуманитари (ИНОС программăпа вӗренекен классем), физикăпа хими (экологипе технологиллӗ классем) тата оборонăпа спорт енӗпе (кадет класӗсем). Кадет класӗсем кунта тăватă çул каялла кăна уçăлнă пулин те, вӗренес текенсен йышӗ çулсерен ӳсет. Паян шкулти 22 класран 9-шӗ кадет класӗ. Паллах, кунта кăмăл пуррипе кăна вӗренме кӗме çук, пулас кадетсен çирӗп тӗрӗслев урлă тухмалла, дневникра лайăх паллăсем анчах, спорт енӗпе те аван кăтартусем пулмалла.

Чăваш хӗрӗсем Дарьяпа Яна Прохоровăсем те тӗрӗслев урлă тухса кăçалтан çак шкулти кадет класӗсенче вӗренеççӗ.

- Вӗренӳ тата дисциплина енчен те кунта питӗ çирӗп ыйтаççӗ, яваплăх та пысăкрах. Çапах та пире килӗшет кунта. Кадет класӗнче пӗлӳ илни малашлăхра кирлӗ пулатех тесе шутлатăп. Çитес вăхăтра кадет тупине тума хатӗрленетпӗр, - каласа парать Дарья.

Çапла кашни ир пӗртăвансем илемлӗ кадет тумӗсене тăхăнаççӗ те пӗлӳ илме васкаççӗ. Вӗренӳ программи вара, чăнах та, питӗ тарăн та интереслӗ. Кăнтăрлаччен кадетсем кулленхи шкул программипе вӗренеççӗ пулсан, кăнтăрларан хушма пӗлӳ паракан системăри дисциплинăсене - çар службин тӗп пайӗсене, медицина тата пуçламăш çар хатӗрленӗвне, спорт кӗрешӗвне, алран-алла тытса тытăçассине, ут спортне, пеме вӗренессине, ишессине, юриспруденцие - алла илеççӗ.

Тӗрӗс калаççӗ, кадет вăл - чинпа ят мар, вăл - чун туртăмӗ. Вӗсенчен кашнийӗ ачаран патриот, çӗршывшăн усăллă пуласшăн. Дашăпа Яна та пулас профессийӗсем çинчен халех тӗплӗн шутласа хунă. Асли Даша çăлавçă, кӗçӗнни Яна ветеринар пулма ӗмӗтленеççӗ. Иккӗшӗ те лайăх ӳкереççӗ, пуринчен ытла математика предметне кăмăллаççӗ. Даша уйрăмах дизайнпа интересленет, Яна аван юрлать, ишессипе лайăх кăтартусем тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев