News by date 7 February 2017
-
Арсений Тарасов: Эс кулăш çуратса пăх-ха!
Нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче 10.00 сехтре паллă чăваш çыравçи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртаççӗ. Унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем килсе çитмелле. Çак паллă кун çывхарнă май, çыравçă тата журналист Арсений Тарасов драматургири ӗçтешӗн пултарулăхӗ пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. - Шел пулин те,...
-
«Ман шутпа вăл чи малтан поэт»
Анатолий Чебановпа нумай çул творчествăлла çыхăну тытнă К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев нумай пулмасть паллă драматурга аса илсе «Сувар» хаçат вулаканӗсене хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. - Анатолий Сафронович театрăн çывăхран та çывăх тусӗччӗ. Ăна çутçанталăк, ашшӗ-амăшӗ çавăн пек çуратса янă. Черчен чунлă. Пурнăçра ытлашши сăмахласа...
-
«Налук тытăмӗ – манăн шăпа»
Анатолий Николаевич Кузнецова Чăваш Енре лайăх пӗлеççӗ. 1996 çултанпа налук службинче тăрăшать вăл. Хусанти финанспа экономика институтӗнче куçăмсăр майпа аслă пӗлӳ илнӗскер, Шупашкар районӗнчи аграри промышленноçӗн пӗрлешӗвӗнче (РАПО) контрольпе ревизи пайӗн, план уйрăмӗн пуçлăхӗсенче, «Чебоксарскагропромтехсервис» АОра пуçлăх çумӗ пулса ӗçленӗ. Федерацин налук службин отличникӗ 2010 çултанпа Федерацин налук службин Çӗрпӳри...
-
Чуна ыраттаракан çухатусем
«Сувар» хаçатăн кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырса кăларнă икӗ хурлăхлă хыпара вуласан эпӗ канăçа çухатрăм, ниепле те лăпланаймастăп, асаилӳсем пуçран тухмаççӗ. Аркадий Алексеевич Харитонова хаçатăн кăçалхи 1-мӗш номерӗнче кăна-ха 75 çулхи юбилейпе саламланине вуларăм, анчах та унăн сăнӳкерчӗкӗ çине пăхсан чӗре карт! турӗ. Аркадий Алексеевич ытла та сăнран япăхнă, начарланса кайнă...
-
Мăнуксем юратчăр чӗлхене
Сурхури вăл - «сурăх ури» сăмахран пулса кайнă теççӗ, теприсем - «сурăх ырри» тесе калакансем те пур. Çак уяв вăл юмăç ярассипе çыхăннă. Хӗрсем каçпа витене кӗрсе сурăх урине тытнă. Енчен те хӗр аллине така ури лекет - çак хӗр кăçал качча каять, сурăх ури-тӗк - кăçал качча каяймасть-ха. Анат...
-
Тухтăр патне васкăр!
Тутарстанра H3N2 штамлă «гонконг грипӗн» 89 пулăмне тупса палăртнă. Медиксем çирӗплетнӗ тăрăх, унпа грипран вакцина туманнисем чирленӗ. - Вируссем улшăнса пынине кура вакцина та çулсерен çӗнелет, - ăнлантарать ТР Сывлăх сыхлавăн инфекци чирӗсемпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Халит Хаертынов. - Тӗслӗхрен, иртнӗ çул Тутарстанра сысна грипӗ çӳрерӗ, ку çулта вара...