Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Арсений Тарасов: Эс кулăш çуратса пăх-ха!

Нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче 10.00 сехтре паллă чăваш çыравçи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртаççӗ. Унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем килсе çитмелле. Çак паллă кун çывхарнă май, çыравçă тата журналист Арсений Тарасов драматургири ӗçтешӗн пултарулăхӗ пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. - Шел пулин те,...

Нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче 10.00 сехтре паллă чăваш çыравçи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртаççӗ. Унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем килсе çитмелле. Çак паллă кун çывхарнă май, çыравçă тата журналист Арсений Тарасов драматургири ӗçтешӗн пултарулăхӗ пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ.
- Шел пулин те, Чебановпа калаçса курман. Драматургире унăн пултарулăхне эпӗ Чăваш академи драма театрӗнче лартнă «Праскисемпе» çеç хаклама пултаратăп. Çапах та, каласа хăвармалла, Чăваш Республикинчи халăх театрӗсем унăн пъесисене халӗ те хавхаланса лартаççӗ. Çакă унăн профессионализмӗн шайӗ питӗ пысăк пулни çинчен тата çак авторăн пъесисем халăха кирли çинчен калать.
Эпир, драматургипе тăрмашас тенисем, кăткăс пъесăсем ларттарасшăн, хамăра кура интеллигенци, ăсланса, «тарăн алтса», «ӗмӗрсем валли» çыратпăр. Çав вăхăтра эпир пӗлместпӗр те - куракан пире йышăнать-и, е çук-и?.. Мана вара «Любовь и голубин» сценарисчӗ В.Гуркин Шупашкара килсен: «Халăх çинчен çыраканнин пъесăна çăмăлрах çырмалла», - тесе каланăччӗ.
Ман шутпа, Анатолий Чебанова ытти драматургсене хакланă виçе тăрăх хаклама та кирлӗ мар. Вăл халăх хушшинче пурăнса, хутшăнса, çынсен кăмăлне пӗлет. Унăн пъесисенче халăхла шӳт, халăхла тасалăх. Çавăнпа вăл çырнине куракан ытларах юратать те.

Нумай пулмасть «Туя туй пек тăвар-и?» камите çырса пӗтертӗм те, Валарий Яковлев режиссера кăтартас терӗм. Питӗ нумай якатма тиврӗ. Кулăш çуратасси çав тери йывăр иккенне ăнланса илтӗм. Чебанов евӗр шӳт тума - пушшех те.

Çак видеона Арсений Тарасовпа Хусанта 2014 çулта ӳкерсе илнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев