«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал 10-мӗш хут иртрӗ
Йăлана кӗнӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал мартăн 3-мӗшӗнче 10-мӗш хут иртрӗ. Ирхине 9 сехете ăмăрту лапамӗнче йăлтах хатӗрччӗ. Йӗркелӳçӗсем трассăна каçранах йӗркене кӗртрӗç. Йӗлтӗр хумалли вырăнсене хатӗрлерӗç, баннерсене, Тутарстанпа Раççей ялавӗсене çакрӗç, трассăн икӗ хӗррипе астутармалли сеткăсене тăсрӗç, йӗлтӗр йӗрӗсене пайласа йӗркипе чăрăш турачӗсем лартса тухрӗç, «Старт — финиш» аркăна тата йӗлтӗр йӗрӗсен вӗçне ялавсем лартмалли кăна юлчӗ. Лапам патне çитмелли çула та пӗр кун маларах хатӗрлерӗç. Владимир Давыдов хăйӗн тракторӗпе лапама юртан тасатрӗ, Аксу районӗн çул-йӗр организацийӗн тракторӗ вара лапам патне пымалли çулсене йӗркене кӗртрӗ. Çанталăк нихăш енчен те чăрмантармарӗ хатӗрленӳ ӗçӗсенче. Тепӗр кун ирхине, спортсменсем пуçтарăнма пуçланă вăхăта, юлнă ӗçсене йăлтах туса пӗтерчӗç.