М7 Çул çинче взрывчатка тиенӗ машинăна тытса чарнă
Çӗнӗ хыпарсем

М7 Çул çинче взрывчатка тиенӗ машинăна тытса чарнă

Мартăн 6-мӗшӗнче Тутарстан автоинспекторӗсем Тури Услон районӗнче, Атăл урлă хывнă кӗпер çине кӗрес умӗн, Ford C-MAX машинăна тӗрӗслеме тесе чарнă та машинăра гексогенпа тротил хутăшӗ (пӗтӗмпе 8,8 килограмм) тултарнă полимер цилиндрсене асăрханă.

Кунсăр пуçне салонӗнче питани элеменчӗсем те пулнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. 64-ри водитель ăна Мускавран тăван Хабаровск хулине илсе таврăннă-мӗн. Чăн та, взрывчатка машинăна мӗнле лекнине ăнлантарайман. Хальхи вăхăтра ăна тытса чарнă, следстви пырать. 


Происшествия

Нет комментариев