News by date 7 November 2016
-
Ял пылчăкран тасалать
Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ. - Эсир Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр? - Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ. -...
-
Тӗрӗслӗхшӗн тăрăшса
Виталий Елтова эпӗ Аксура тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра тăлмачра ӗçленӗ вăхăтра лайăх пӗлме тытăнтăм. Çакăнта В.Елтовăн çырас пултарулăхӗ аванах сисӗнчӗ. Ку вăл 1966-1968 çулсенче пулчӗ. Кайран та Елтов мана манмарӗ. 2011 çул вăл ман пата хăйӗн «Вăрланă юрату» (2011, Шупашкар) кӗнекине ярса пачӗ. Кӗнекере Сăпанипе Илюç мӗн ачаранпах пӗрле...
-
Андрей Мягков артист Тăхăрьял мăнукӗ
«С легким паромри!» Женя Лукашина, «Служебный романри» Анатолий Новосельцева вылякан Раççей халăх артисчӗ Андрей Мягков актер та хамăрăн, унăн тымарӗсем Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхӗнчен! Пăва районӗнчи Раккассинче пурăнакан Е.Долгова аса илнӗ тăрăх, Пӳркелӗнчи Хăята çамрăксем тавра ялтан пуçтарăннă. Çав вăйăсене халӗ пурте пӗлекен, хӗрӗх ытла илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ Андрей Мягков артист...
-
Интернет чуна вăратрӗ
Хусанта çак кунсенче «Казань лучезарная» халăхсем хушшинчи фестиваль иртет. Унта хутшăнма Красноярск крайӗнчен «Качинские зори» ансамбль те килнӗ. Çак ансамбльте Больше-Улуйский районти Беловка ялӗнче çуралнă Михаил Иванов чăваш та юрлать. Чăваш теме хăйне вăл нумай пулмасть кăна тытăннă-ха. Унччен малтан урăхла пурăннă. Эпир пӗлтӗр Красноярскри федераллă Сабантуйра паллашнăччӗ. Унти «Çеçпӗл»...
-
Шкул ачисен вулавӗ
Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Хусанта Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцине ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ. Вăл ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗн пуçарăвӗпе тата пулăшăвӗпе йӗркеленет. Мероприятин географийӗ анлă пулни унăн статусне тахçанах регионсен хушшинчи шая кăларчӗ. Ытти çулсенче вăл Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче...
-
Хулаçырмисен ял канашçи пур
Чăваш çынни ӗлӗкрен хуть мӗнле ӗç тăвас пулсан та малтан шурсухалсемпе канашланă. Пурнăç курнă, опытлă этем ыррине кăна сунать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Николай Никитин патне те акă хуçалăх ӗçӗсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма килсех çуреççӗ. Хăй те тахçанах тивӗçлӗ канăва тухнă пулин те канăçсăрланса çӳреме пăрахмасть. Пӗр вăхăт ял...
-
Якаелсем те трактор пуçтараççӗ
«Сувар» хаçатра Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи çамрăк хăй тӗллӗн машина пуçтарнине вуланă хыççăн Нурлат районӗнчи якаелсем те хăйсен техникине кăтартас терӗç. Хăй тӗллӗн вӗреннӗ ăстасемпе октябрӗн 29-мӗшӗнче тӗлпултăмăр. Константин Ермошкин проектласа урапа çине тăратнă трактор тӗрлӗ агрегатсен пайӗсенчен тăрать: «УАЗ» маховикӗ, ГАЗ-53-н сцепленийӗн корзини, ГАЗ-52-н передачăсен коробки, кустăрмисем - халăхра «Шап-шап»...