Шкул ачисен вулавӗ
Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Хусанта Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцине ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ. Вăл ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗн пуçарăвӗпе тата пулăшăвӗпе йӗркеленет. Мероприятин географийӗ анлă пулни унăн статусне тахçанах регионсен хушшинчи шая кăларчӗ. Ытти çулсенче вăл Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче...
Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн Хусанта Раççей Федерацийӗн халăхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцине ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ. Вăл ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗн пуçарăвӗпе тата пулăшăвӗпе йӗркеленет. Мероприятин географийӗ анлă пулни унăн статусне тахçанах регионсен хушшинчи шая кăларчӗ. Ытти çулсенче вăл Хусанти халăхсен Туслăх çуртӗнче иртетчӗ, кăçал КФУ çумӗнчи Ш.Марджани ячӗллӗ 2№ гимназире пулчӗ. Хутшăнакансен шучӗ çулсерен ӳссе пынине шута илсен, кунта самай меллӗрех, аудиторисем нумай, пӳлӗмсем пысăк, пурне те вырăн çитет.
Кăçалхи конференцие Тутарстан районӗсенчен, Пушкăртстан, Чăваш Ен, Удмурти, Марий Эл республикисенчен, Ульяновск облаçӗнчен килнӗ. Мероприятин пӗлтерӗшӗ пысăкки каламасăрах паллă. Вăл тăван чӗлхепе литературăна, тăван историе юратма, хисеплеме, тӗпчеме хавхалану çуратма пулăшнисӗр пуçне кӳршӗллӗ пурăнакан халăхсен туслăхне çирӗплетет, пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма пулăшать.
Чăваш филологийӗн секцине хутшăнакансем 17-ӗн пулчӗç, яланхи пекех малти вырăнсемшӗн тутарстансемпе чăвашенсем тупăшрӗç. Тӗпчев ӗçӗсен темисем çав тери анлă та интереслӗ. Пӗлтӗр ял историйӗпе, тăван тавралăх топонимикипе çыхăннă ӗç пӗрремӗш вырăна тухнипе-ши кăçал çак темăпа иккӗн ӗçленӗ. Роман Абдулкинпа (Анат Кама, 34№ гимнази-интернат, вӗрентекенӗ Л.П.Ильгузина) Алиса Головина (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел, вӗрентекенӗ Т.М.Карсакова) хăйсен ялӗсенчи топонимикăсен историйӗпе тӗплӗн паллаштарчӗç. Çӗнӗ темăсем шутӗнче Марина Васильеван «Ватăпа ватă пул» (ЧР, Шупашкар районӗ, Атлашево, вӗрентекенӗ А.В.Ишова), Анна Нягусеван «Телее укçалла илеймӗн» (Çӗпрел, Хурăнвар-Шăхаль, вӗрентекенӗ Г.Н.Сандиярова), Виола Сергееван «Салтак юррисенчи психологи параллелӗхӗнчи символсем» (Анат Кама, 34№ гимнази-интернат, вӗрентекенӗ Т.Н.Леонтьева) ӗçӗсем пулчӗç. Çамрăк тӗпчевçӗсене пурне те çӗнтерӳçӗсем теме пулать, пӗтӗмлетӳ конференцине киличчен малтан вӗсем çирӗп суйлав витӗр тухнă. Никама та кӳрентерес килмест, мухтама çеç пулать пурне те. Анчах конкурс конкурсах ӗнтӗ, мӗнле пулсан та çӗнтерӳçӗсене суйламаллах. Лауреат ятне Ростислав Чистяков (ЧР, Шупашкар районӗ, Кăшавăш, вӗрентекенӗ Е.А.Майков) «Çич енчен çич çулпа çитетпӗр» ӗçӗпе илме тивӗçрӗ. Тăван ялӗнче упранса юлнă йăла-йӗркесем çинчен каласа виççӗмӗш вырăна Светлана Максимова (ЧР, Патăрьел, вӗрентекенӗ С.В.Кулакова), Д.П.Петров-Юманпа вырăс писателӗсен туслăхӗ пирки тунă тӗпчевпе иккӗмӗш вырăна Карина Петрова (Пăва, Пӳркел, вӗрентекенӗ М.М.Вериялова), тăван ялӗнчен тухнă кино ăсти пирки каласа парса пӗрремӗш вырăна Диана Степанова (ЧР, Патăрьел, вӗрентекенӗ С.В.Кулакова) тивӗçрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев