News by date 8 February 2018
-
Шупашкар юрăçисем купăс сассине янратӗç
Андрей Макаревич ертсе пынă «Машина времени» ушкăн эстрадăра «Поворот» юрăпа чапа тухрӗ, «ДДТ» ушкăна «Что такое осень» юрăпа пӗлетпӗр. Чăваш эстардинчи хăйӗн пӗрремӗш утăмӗсене «Ритмы Чувашии» юрă конкурсӗнчен пуçланă Михаил Федоров вара «Купăс сасси» юррипе паллă. Михаил Федоров, Алена Акăшпи, Людмила Семенова тата Александр Сорокин юрăçсем февралӗн 9-мӗшӗнче Чистай районӗнчи...
-
Ун пекки пӗрре
Ялта медик ылтăн çын пулнине асфальтлă çулсăр вырăнта пурăнакансем пурте пӗлеççӗ, уйрăмах çӗрле. Çапла Алексеевски районӗнчи Шемере те Вера Константиновăна хаклаççӗ. Мӗншӗн тесен ун пекки пӗрре. Талăкăн хуть те хăш вăхăтӗнче те чир-чӗр нушипе пырсан вăл нихăçан та пулăшусăр хăварман - пӗчӗк ача-и, йывăрлă хӗрарăм-и, чирпе аптранă арçын-и. Вера аппа...
-
Александр Шадрикова ТР экологи министрне лартрӗç
Тутарстан халăхӗ вăраннă çӗре февралӗн 8-мӗшӗнче республика Правительствинче кадрсем енӗпе пысăк улшăнусем пулса иртнӗ. Вӗсем ТР экономика министрне Артем Здунова Дагестан Республикин Премьер-министрӗн тивӗçӗсене шанса панă хыççăн пуçланчӗç. Кăшт маларах Дербента ӗçпе ТР Президенчӗ Рустам Минниханов кайса килчӗ. Дагестан Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Васильевпа регионсен хушшинчи çыхăнусемпе килӗшӳ...
-
Тури Услон качакисем Çӗнӗ çул чăрăшне юратаççӗ
Хусанта кăçал Çӗнӗ çулта пӗр чăрăш та сая кайман. Экологсем уявсем иртсе кайнă хыççăн Хусан çыннисене вăрман хăнине çӳп-çап купи çине пăрахас вырăнне Адель Кутуй тата пӗр суту-илӳ центрӗнче йӗркеленӗ ятарлă пунктсене кайса пама сӗннӗ. Çапла 1 тонна таранах чăрăш пухăннă. Вӗсене Тури Услонри Шеланга ялӗнчи фермер Ирек Муртазин хуçалăхӗн...
-
Миллионмӗш хутшăнакан
Февралӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри хуласемпе районсенче «Созвездие-Йолдызлык» эстрада искусствипе республикăн çамрăксен уçă фестивалӗн зонăри суйлав тапхăрӗсем пуçланаççӗ. Вăл ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн тата ЮНЕСКО ӗçӗсемпе Раççей Федерацийӗн комиссийӗн хӳттипе иртет. Зонăри тапхăрсем мартăн 30-мӗшӗччен çакăн пек графикпа иртеççӗ: Азнакайра февралӗн 26-28-мӗшӗсенче. Унта Лениногорск, Элмет, Пӗкӗлме, Павлă, Азнакай районӗсем хутшăнаççӗ. Мартăн 3-4-мӗшӗсенче...