Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Алексеевски (Алексеевский)

Ун пекки пӗрре

Ялта медик ылтăн çын пулнине асфальтлă çулсăр вырăнта пурăнакансем пурте пӗлеççӗ, уйрăмах çӗрле. Çапла Алексеевски районӗнчи Шемере те Вера Константиновăна хаклаççӗ. Мӗншӗн тесен ун пекки пӗрре. Талăкăн хуть те хăш вăхăтӗнче те чир-чӗр нушипе пырсан вăл нихăçан та пулăшусăр хăварман - пӗчӗк ача-и, йывăрлă хӗрарăм-и, чирпе аптранă арçын-и. Вера аппа...

Ялта медик ылтăн çын пулнине асфальтлă çулсăр вырăнта пурăнакансем пурте пӗлеççӗ, уйрăмах çӗрле. Çапла Алексеевски районӗнчи Шемере те Вера Константиновăна хаклаççӗ. Мӗншӗн тесен ун пекки пӗрре. Талăкăн хуть те хăш вăхăтӗнче те чир-чӗр нушипе пырсан вăл нихăçан та пулăшусăр хăварман - пӗчӗк ача-и, йывăрлă хӗрарăм-и, чирпе аптранă арçын-и. Вера аппа пулăшасса пӗлнӗ çынсем.

Ялта 30 çул ытла медицина ӗçченӗ пулса ӗçленӗрен вăл кашни ачана çуралнăранпах пӗлет. Ашшӗ-амăшне, аслашшӗ-асламăшне паллать, паллах, хăйне те инçетрен, уттинченех палаççӗ. Пысăкрах ялсенче, тен, унăн юбилейӗ çывхарнине пӗлмен те пулӗччӗç, анчах та чăваш, тутар, вырăс туслă пурăнакан Шемере ун пек мар. Вырăнти Культура çурчӗн «Чипер кукамайсем» ансамблӗ февралӗн 1-мӗшӗнче Вера Павловна патне тулли йышпа пырса çитнӗ. Ăна вӗсем пархатарлă ӗçӗшӗн ял-йыш ятӗнчен тав туса саламланă. Юрă-сăвăсемпе чунне йăпатнă. Вера Константиновна хăнасемпе пӗрле хăй те юрланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев