News by category - Алексеевски (Алексеевский)
-
Алексеевскинче çил-тăвăл çурт тăррисене сӳнӗ
Алексеевски районӗнчи Куркуль ялӗнче паян ирхине ирех çил-тăвăл пулнă...
-
Ӗмӗр пурăн ыр курса...
Алексеевски районӗнчи Шеме ялӗнче пурăнакан Вера Петровна КОНСТАНТИНОВĂНА 85 çулхи юбилейӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Пурнăçне сывату ӗçӗпе çыхăнтарса вăл нумай çынна пулăшрӗ, чир-чӗртен сыхланса пурăнма вӗрентрӗ. Çак уяв ячӗпе саламласа юбиляра хурçă пек çирӗп сывлăх, канлӗ ватлăх, тăнăçлăхпа телей сунатпăр. Менелник ячӗпе ыр сунса Саламлатпăр Сире тав туса. Ӗмӗр пурăнăр ырă...
-
Ун пекки пӗрре
Ялта медик ылтăн çын пулнине асфальтлă çулсăр вырăнта пурăнакансем пурте пӗлеççӗ, уйрăмах çӗрле. Çапла Алексеевски районӗнчи Шемере те Вера Константиновăна хаклаççӗ. Мӗншӗн тесен ун пекки пӗрре. Талăкăн хуть те хăш вăхăтӗнче те чир-чӗр нушипе пырсан вăл нихăçан та пулăшусăр хăварман - пӗчӗк ача-и, йывăрлă хӗрарăм-и, чирпе аптранă арçын-и. Вера аппа...
-
Ялан пул эс пирӗнпе пӗрле
Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан юратнă мăшăра, аннене, асаннене, кукамая, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, «Шуçăм» фольклор ансамблӗн йӗркелӳçине, Людмила Павловна НИКИФОРОВĂНА 65 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, тулли телей, вăрăм ӗмӗр сунатпăр! Чун-чӗре хăвачӗ ан иксӗлтӗр, Кашни çутă кун ырлăхпа тултăр! Эс пурри пире савăнтарать, Пурăнма тата...
-
Чан сасси фестивалӗ
Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Алексеевски поселокӗнче «Алексеевские перезвоны» уява 15 çул çитнине халалласа чан сассин XV фестивалӗ «АЛЕКСЕЕВСКИЕ ПЕРЕЗВОНЫ - 2017» иртет. Унăн теми: «Ӗмӗрӗн ахрăмӗ - чан сассинче». Мероприятийӗ Раççей, Белорусь,Украина, Кахахстан çӗршывӗнчи чан çапаканӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсемсӗр пуçне, фольклорпа ташă ушкăнӗсем, халăх тата ăстăн юрăçăсене те курма май пулать. Уявăн...
-
Ача çунса вилнӗ
Май уйăхӗн 12-мӗшӗнче çӗрле Алексеевски районӗнчи Куркуль ялӗнчи пӗр çуртра тухнă пушарта 14 çулти хӗр ача çунса вилнӗ. Унăн 61-ти кукамăшӗпе тата вӗсем патӗнче пурăннă 53-ри арçынна вара больницăна илсе кайнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ вут-кăварпа асăрханусăр пулни. Çемье ялта ăнăçсăр шутланнă. 61-ти хӗрарăма мăнукне кирлӗ пек пăхманшăн...
-
Алексеевскисен çĕнĕ председатель
Тутарстан Республикин Алексеевски районӗнче пӗр чăваш ялӗ кăна - Чăваш Майни. Ытти ялсенче ытларах вырăссемпе тутарсем пурăнаççӗ, чăвашсем пур пулсан та вӗсенчен нумайăшӗ вырăсланнă. Ваттисем тăван чӗлхепе калаçсан, çамрăксем пӗлмеççӗ тесен те юрать. Пысăк хăвăртлăхпа вырăсланса пыракан халăхăмăрпа мӗн пулатчӗ-ши, енчен те çак районта хăй вăхăтӗнче Чăваш наципе культура центрне...
-
«Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ
Алексеевски районӗнче «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ. Акци тӗллевӗ - нумай ачаллă, ăнăçсăр, тулли мар, йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи ачасене пулăшасси. Ыркăмăллăх акцине район администраци пуçлăхӗ, предприяти-организацисен ертӳçисем ырласа йышăннă. Декабрь уйăхӗ вӗçлениччен тăсăлакан акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен ачисенчен юлнă ăшă тумтире, атă-пушмака,...
-
Чунӗ хитре, чӗри юрлать
Çапла ят панăччӗ чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Николай Сергеевич Семеновăн 2012 çулта пичетленсе тухнă «Чун ăшши» кӗнекин умсăмахне. Унта вăл Тутарстанри Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан сăвăçăн ӗçне пур енлӗн хакланă. «Николай Семеновăн сăввисем тӗлӗнмелле, чӗрене ярса илеççӗ, чуна пырса тивеççӗ. Ялти поэтăн кашни йӗрки чунӗ витӗр тухнă....
-
Малашне вăрçă ветеранӗсем вырăнне афганецсем тăрӗç
Юлашки вăхăтра Çӗнтерӳ парадне сахлтан та сахалрах ветеран хутшăнать. Паллă ӗнтӗ, çулсем иртсе пыраççӗ. Çапах нумай çӗрте Çӗнтерӳ митингӗсене Афганистани вăрçа хутшăннисене чӗнесси йăлана кӗре пуçланă. Вӗсем форма тăхăнса, хăйсен медалюсене çакса вăрçă ачисемпе, тыл ӗçченӗсемпе пӗрле уявра тухса сăмах калаççӗ, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнаççӗ.