Чан сасси фестивалӗ
Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Алексеевски поселокӗнче «Алексеевские перезвоны» уява 15 çул çитнине халалласа чан сассин XV фестивалӗ «АЛЕКСЕЕВСКИЕ ПЕРЕЗВОНЫ - 2017» иртет. Унăн теми: «Ӗмӗрӗн ахрăмӗ - чан сассинче». Мероприятийӗ Раççей, Белорусь,Украина, Кахахстан çӗршывӗнчи чан çапаканӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсемсӗр пуçне, фольклорпа ташă ушкăнӗсем, халăх тата ăстăн юрăçăсене те курма май пулать. Уявăн...
Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Алексеевски поселокӗнче «Алексеевские перезвоны» уява 15 çул çитнине халалласа чан сассин XV фестивалӗ «АЛЕКСЕЕВСКИЕ ПЕРЕЗВОНЫ - 2017» иртет. Унăн теми: «Ӗмӗрӗн ахрăмӗ - чан сассинче».
Мероприятийӗ Раççей, Белорусь,Украина, Кахахстан çӗршывӗнчи чан çапаканӗсем хутшăнаççӗ. Вӗсемсӗр пуçне, фольклорпа ташă ушкăнӗсем, халăх тата ăстăн юрăçăсене те курма май пулать.
Уявăн программи çакнашкал:
8.00-10.00 сехетре: тӗн литургийӗ
11.00 - 12.30 сехетре: гала-концерт
13.00 - 18.00 сехетре: фестивалӗнчи марафон
20.00 - 22.00 сехетре: уçă сывлăшра иртекен концерт
22.00 сехетре: уяв салючӗ.
Унсăр пуçне, пӗр кун маларах, май уйăхӗн 27 мӗшӗнче, Алексеевскинче «Колокольные звоны: история, традиция, современность» наукăпа практика конференцийӗ иртет. Çав кунах 13.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен чан сассипе çыхăннă тӗрлӗ мастер-классем те пулаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев