News by date 8 March 2022
-
Ирина Трифонован калавӗсенче ачасем валли те, ашшӗ-амăшӗ валли те вӗренмелли, асра тытмалли нумай…
Çӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухни кӗнеке издательствишӗн те, кӗнеке редакторӗшӗн те, вулама юратаканшăн та чăн-чăн уяв. Кӗнеке авторӗшӗн – капашсăр савăнăç. Талантлă çыравçăн кӗнеки кун çути курсан – пушшех те. Темиçе алă витӗр тухса редканаш йышăнăвӗпе темплана кӗнӗ кӗнеке вара, алă çупса, ура! кăшкăрса кӗтсе илнине тивӗç. Çавăн пек кӗнеке ман аллăмра. Чăваш кӗнеке издательствинче 1 пин тиражпа пичетленсе тухнăскер «Тăлăх» ятлă. Кӗнеке редакторӗ – паллă çамрăк çыравçă Ольга Леонидовна Фёдорова. Ольга Васильева пек те пӗлет ăна вулакан. Кӗнеке авторӗ – Ирина Трифонова. Вăл Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗн тӗп редакторӗ. Раман Иринкки ятпа та пичетленкелеççӗ унăн хайлавӗсем.
-
«Ун чухне пурте пӗр пек çук пулнă, пуянсемпе чухăнсем çине пайланман. Пӗр-пӗрне пулăшса пӗр килти пек туслă пурăннă халăх», – каласа парать Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Клавди акка
Клавдия Мискина (Мулеева) Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) чи аслă çынсен шутне кӗрет. Хăй калашле, ун пеккисем сахал юлнă ӗнтӗ. Хăйӗн калаçăвӗнче ӗлӗкхи чылай пулăма куç умне кăларса тăратрӗ вăл. – Эпӗ 1936 çулта çуралнă. Ялта манран асли те темиçе çын кăна ӗнтӗ. Атте-аннен сакăр ачаччӗ, пире ӳсме питӗ йывăр пулчӗ. Эп 4 класс кăна пӗтерме пултартăм. Тумтир те çук, çимелли те çитместчӗ. Яшка пӗçерме тытăнсан анне курăк пуçтарма кăларатчӗ. Çавсене аса илсен халӗ те куççуль тухать.
-
Тамара Алексеевна – ырă кăмăллă вӗрентекен
Теччӗри училищӗрен вӗренсе тухсан çамрăк учителе Çӗнӗ Йӗлмеле кӗçӗн классенчи ачасене вӗрентме янă. Унтанпа 40 çул иртрӗ. Çак вăхăтра Тамара Алексеевна Çӗнӗ Йӗлмел йӗкӗчӗпе Володя Еремеевпа çемье çавăрса виçӗ ывăл, виçӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Туслă çемьере пӗр-пӗрне юратса, ăнланса пурăнаççӗ. Ачасем пӗрин хыççăн тепри çитӗнсе тивӗçлӗ пӗлӳ илнӗ: асли Лена амăшӗн çулӗпе кайнă. Малтан Теччӗри педагогика училищинчен, кайран Шупашкарти Чăваш патшалăх университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Халӗ Германире нимӗç чӗлхи вӗрентет. Тамара Алексеевна хӗрӗпе мăнаçланать.
-
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ ячӗпе!
Хаклă хӗрпӗрчисем, пикесем, аннесем, аппасемпе йăмăксем, инкесемпе кинемисем, асаннесемпе кукамайсем – пирӗн хаклă вулаканăмăрсем! Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!