Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ ячӗпе!
Хаклă хӗрпӗрчисем, пикесем, аннесем, аппасемпе йăмăксем, инкесемпе кинемисем, асаннесемпе кукамайсем – пирӗн хаклă вулаканăмăрсем! Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
Эсир пуррипе çак тӗнче илемлӗ, пуян, капăр, ырă. «Сувар» хаçат редакцийӗ сире пурне те çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, юрату, пур çӗрте те ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем тума сунать. Чи кирли – тӗнчере мирлӗ пурнăç пултăр. Паян çакă пуриншӗн те тӗп вырăнта.
«Сувар» хаçатăн кулленхи авторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Нурлатра пурăнакан талантлă поэт Андриян Григорьев ятарласа хаçат вулакан пикесем валли сăвă çырнă. Унпа сире хаваспах паллаштаратпăр. Çурхи уяв ячӗпе сире, хисеплӗ хӗрарăмсем!
Мирлӗ пултăр пурăнăç
Ирӗлет юр, ирӗлет, –
Чакнăçем чакаç кӗртсем.
Çитрӗ арçынсен черет
Каламашкăн саламсем.
Аннесем те арăмсем,
Аппасем те йăмăксем,
Асанне-кукамайсем,
Ватă карчăксем, хӗрсем,
Пулăр сывлăхлă, телейлӗ,
Патăр Турă савăнăç,
Çунтăр тӳпере хӗвелӗ,
Мирлӗ пултăр пурăнăç!
Илӗр уявра пиртен
Саламсем те парнесем!
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев