News by date 8 June 2022
-
Мӗнлерех пулать-ха 2022 çулхи хамăр автомобиль?
Ют çӗршыври автокомпанисем Раççейрен тухса кайнă вăхăтра пӗр уйăх ытла конвеерне чарса тăнă «Автоваз» Лада Гранта маркăллă машинасене çӗнӗрен кăларма тытăнни çинчен пӗлтерекен хыпар нумайăшне савăнтармарӗ мар.
-
Республика Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗн вăтăр иккӗмӗш ларăвӗ июнӗн 15-мӗшӗнче иртмелле
Унта депутатсем наркотик туса сутнишӗн, туянса упранишӗн тата самогон юхтарса сутнăшăн тыттаракан явапа федераллă законра çирӗплетме ыйтса Патшалăх Думине тухасшăн. Раççей Уголовнăй кодексӗн 64-мӗш статйине улшăнусем кӗртесси Рустам Миннихановăн хушăвӗпе пурнăçланать.
-
Июнӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Кремль çумӗнчи çыран хӗрринче Раççей Кунне халалланă Халăхсен туслăхӗн парачӗ иртет
Тутарстанăн шӗкӗр хулинче пурăнакан тӗрлӗ халăх представителӗ хăйсен наци тумне тăхăнса флешмоба тухӗ. Раççейри ытти тăхăр пысăк хулара та çынсем çакнашкалах мероприятисем ирттереççӗ. Флешмоба Мускавра, Питӗрте, Владивостокра, Екатеринбургра, Калининградра, Красноярскра, Новосибирскра, Дон çи Ростовра тата «Сириус» федераллă территорире мультимедиа кантăк-портал урлă курӗç.
-
Вăрман хуçалăхӗн министерстви хӳтӗленекен вăрман территорийӗсенчи ватă йывăçсене касма сӗнет
Раççейӗн вăя кӗнӗ законӗ тăрăх, хальхи вăхăтра уйрăмах хӳтӗленекен участоксенче вăрман ӗçӗсене илсе пыма юрамасть, унта йвăç касма хушмаççӗ. Тутарстанри Вăрман хуçалăхӗн министерстви çак нормăна федераци шайӗнче улăштарасшăн
-
Тутарстанра алимент тӳлессипе парăмçăсен шутне кӗнисенчен 13 проценчӗ – хӗрарăмсем
Çакăн çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра республикăри суд приставӗсен пуçлăхӗ Анвар Закиров пӗлтернӗ
-
Рустам Минниханов çинчен çаплипех Президент тесе çыраççӗ
Июнь уйăхӗнче Раççей Федерацийӗн субъекчӗсенче влаçа йӗркелесси çинчен калакан çӗнӗ закон вăя кӗнӗ хыççăн регионсен ертӳçисем 2022 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен текех «президент» пулма пултараймаççӗ, «глава» кăна. Çапах Тутарстан ертӳçин официаллă сайтӗнче Рустам Минниханов çинчен çаплипех Президент тесе çыраççӗ.