Рустам Минниханов çинчен çаплипех Президент тесе çыраççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов çинчен çаплипех Президент тесе çыраççӗ

Июнь уйăхӗнче Раççей Федерацийӗн субъекчӗсенче влаçа йӗркелесси çинчен калакан çӗнӗ закон вăя кӗнӗ хыççăн регионсен ертӳçисем 2022 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен текех «президент» пулма пултараймаççӗ, «глава» кăна. Çапах Тутарстан ертӳçин официаллă сайтӗнче Рустам Минниханов çинчен çаплипех Президент тесе çыраççӗ.

Республика пуçлăхӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсене пӗлтернӗ тăрăх, Минниханов хăйӗн должноçӗн малтанхи ятне «куçăм тапхăрӗнче» упраса хăварать. Куçăм тапхăрӗ тесе пресс-секретарь регион законодательствине федераллă законпа килӗшӳллӗн улăштарас вăхăта каланă. Вăл хăçанччен тăсăлассине Лилия Галимова пӗлтермен.  


Нет комментариев