Фарида: «Эпӗ тав тума юратакан çын»
Интервью, статьясем

Фарида: «Эпӗ тав тума юратакан çын»

«Сувар» хаçат пӗрремӗш çул кăна мар ВКри хăйӗн страницинче паллă çынсемпе тӳрӗ эфира тухать. «Ирхи чей» тесе палăртрăмăр редакцири тӗлпулусене нумай пулмасть. Ун хăни хальхинче чăваш тата тутар эстрадин çăлтăрӗ, композитор, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Фарида Файзуллина пулчӗ. «Ирхи чей» кăларăма хаçатăн социаллă сетьсен редакторӗ Ксения Романова ертсе пырать. Çак интервьюпа хаçат вулакансене те паллаштарма шутларăмăр.

Фарида Файзуллина. Фото из личного архива.
Шкулта та, урамра та чăвашла калаçса ӳснӗ.

– Фарида, ырă кун! Кӗçех сирӗн интереслӗ концерт пулассине пӗлтӗмӗр. Ун çинчен кăштах каласа парăр-ха?

– Ырă кун пултăр, туссем! Çапла. Анчах малтан кӗскен хампа паллаштарас килет. Эпӗ чăваш, тутар, вырăс юррисен юрăç-авторӗ. Концерт хăйнеевӗрлӗхӗ вăл – эпир чăвашла, вырăсла тата тутарла юрлани. Çавăнпа концерт интереслӗ, хăйнеевӗр пулӗ. Çавна май пирӗн концерта тӗрлӗ халăх çыннисем çӳреççӗ. 

– Килсе курасчӗ-ха. 

– Пӗтӗм редакципех килӗр. Ма­нăн концерт октябрӗн 12-­­мӗ­­шӗнче «Чулпан» культура центрӗнче пулать. Каçпа 19.00 ­сехетре пуçланать. 

– Фарида, калăр-ха мӗнрен пуçланчӗ сирӗн музыкăри творчество çулӗ?

– Музыкăра эп ачаран. Хама мӗн астăвасса ялан юрлаттăм. Манăн йӗкӗреш йăмăкăм пур. Эпир унпа юрлаттăмăр. Аттепе анне те музыка туйăмӗллӗ çынсем, аслă тетепе аппасем те. Генсенчен килет пулӗ ку, юнран. Ятарласа вӗренни те кирлӗ пулмарӗ, йăлт атте-аннерен парăнчӗ. 

– Интереслӗ, мӗншӗн-ха эсир тутар хӗрӗ пулин те чăвашла юрлама пуçланă? 

Фото: Фарида Файзуллина
Тутарла та, чăвашла та юрлать.

– Малтанласа чăваш эстрадине килеп тесе шухăшра та пулман. Пӗр çын сӗнчӗ. «Эсӗ чăвашла пӗлетӗн пулӗ», – тет. «Пӗлетӗп, паллах, чăваш чӗлхи маншăн тăван», – терӗм. Тутар чӗлхи хыççăн вăл маншăн иккӗмӗш тăван чӗлхе. Мӗншӗн чăвашла? Пуçласа тутарла пуçланă-ха, анчах пурнăç мана 180 градуса çавăрса чăвашла юрлама хистерӗ. Хам çырнă кӗвӗсемпе чăвашла юрласа пăхрăм. Ун чухне манăн пӗрремӗш тутарла альбом тухнăччӗ ӗнтӗ. 16 юрăччӗ унта. Чăвашла куçарсан «Юрласа пурăнас килет» ятлă вăл. Çапла хатӗр кӗвӗсемпе Валерий Раштавăн сăввисемпе юрласа пăхрăм. Тӗлӗнмелле те, лайăх пулса тухрӗ. Тăван ялтан вун улттăрах тухса кайсан та чӗлхене манман иккен. Ман аттепе анне Патăрьелӗнче чăваш ялӗнче пурăнаççӗ. Шкулта та, урамра та чăвашла калаçаттăмăр. Ман кӗвӗсемпе чăваш юррисем епле илтӗнни мана çав тери тыткăнларӗ. Çынсене те питӗ килӗшрӗ ку. Концертсене халăх зал тулли çӳреме тытăнчӗ – ятарласа реклама тумасăрах. Çапла «Ман килес» пӗрремӗш чăвашла альбом тухрӗ, Валерий Раштав сăввисемпе. 

– Сцена çинче пӗрремӗш хут чăвашла юрланине астăватăр-и? Мӗнлерех эмоцисем туйрăр çавăн чухне? 

– Сăмахпа калама та çук. Вăл çынсем урлă парăнать. Эйфория пек. Филармонире иртрӗ пӗрремӗш концерт, пин ытла вырăнлăх залра. Пархатарлă куракан пуçтарăннăччӗ. Чун вӗçевӗ пулчӗ вăл. Чăваш чӗлхи мӗнле вӗт-ха вăл тыткăнлать, хăйевӗрлӗхпе, пластикипе. Çапла 13 çул ӗнтӗ эпӗ чăваш эстрадинче. Тӗрлӗ регионсене тухса çӳретӗп концертпа. Хальхинчи концерт Хусанта пурăнакан тӗрлӗ халăх çынни валли пуçласа пулать. 

– Сирӗн шутпа мӗнпе улшăнса тăраççӗ тутарпа чăваш юррисем пӗр-пӗринчен? 

– Чăваш чӗлхинче уçă сасăсем нумай, янравлă вăл. Тутар чӗлхинче ӗнӗрлекен сасăсем ытларах. Çавăнпа эпир пуян мелизмсемпе палăртатпăр. Чăваш чӗлхи те, тутар чӗлхи те тӗрӗк ушкăнне кӗреççӗ пулсан та уйрăмлăх çав тери пысăк. Чăваш чӗлхипе хуть китайсен, хуть французсен, хуть арабсен кӗввине килтерме пулать. Вăт çавăнпа уникаллă чăваш чӗлхи. Тутар чӗлхинчи мелизмсене вара хӗвелтухăç çӗршывӗсен кӗввипе танлаштарма çук, вăл хăйевӗр питӗ. 

– Чăваш юррине виçӗ сăмахпа хаклаятăр-и?

– Чăваш юррине мӗнле ӗнтӗ виç сăмахпа хаклама пултăр? Вăл шухăшӗпе тарăн, философилле, çав вăхăтрах çăмăл та. Тӗрлӗрен вăл. 

– Мӗнле чăваш артисчӗпе ­дуэтпа юрлăттăр?

– Ман пур вӗсем. Сергей Павловпа, Стас Владимировпа юрланă эпӗ. Ку юрăсене çынсем ăшшăн йышăнчӗç. Уйрăмах Стас Владимировпа юрланă «Чун савнине». Малашне, тен, çамрăк артистсемпе те дуэтпа юрлăпăр. Çамрăксем аван юрлаççӗ. Тата çакна та каласа хăварас килет, концертсенче 99 проценчӗпех чӗррӗн юрлатпăр. 

– Тен, сирӗн çамрăк артистсенчен пăхса хуни пур? 

– Ку вăрттăнлăх хальлӗхе. Пур. 

– Апла кӗтетпӗр. Эсир тахçантанпа сцена çинче. Творчествăра кризиссем те, ывăнни те пулать пулӗ. Çакăнпа мӗнле кӗрешетӗр? Хавхалану мӗнре шыратăр?

– Ывăнни вăл артистсен кăна мар, кашни професси çыннинех пӗрре те пулин апати, кичемлӗх, халсăрлăх ăшне путать. Ку чухне эпӗ çывăрса тăранатăп. Вăй-хал, энерги хушăнсан хавхалану та килет.

– Мӗнле калас, ӗçпе кану хушшинче баланс пулмалла.

– Çапла. Концертсем çине-çине чухне уйрăмах ывăнтарать. Анчах эпӗ васкамастăп – кирли çук. Çавăнпа концертсем нумай йӗркелеместӗп, май пур таран. Тата энергипе ылмашăнни кирлӗ. Çук-тăк – ывăнтарать. Çавăнпа артиста алă çупни, куракансен çутă сăнӗсем кирлӗ. Вăл пултăр тесен çынна йăлăхтармалла мар концертсем çине-çине туса. Вӗсен сана тунсăхламалла. Сцена çине çӗнӗ тумтирпе, çӗнӗ юрăпа тухмалла. Çавăн пек ӗç вăл пирӗн. 

– Концертсене мӗнле тăтăш­лăхпа ирттеретӗр?

– Шупашкарти 1000 ытла вырăнлă залра çулталăкне пӗрре ирттеретӗп. Районсене икӗ çулта пӗрре тухса çӳретӗп. Тата йӗркелӳçӗсем чӗнекен çӗре çӳретпӗр. Мускава, Санкт-Петербурга, Самарăна чӗнетчӗç. Октябрӗн 30-мӗшӗнче шăпах Самарăра, октябрӗн 17-мӗшӗнче Çырчаллинче  концертсем пулаççӗ.   

– Паянхи кун хăвăра мӗншӗн тав тăватăр?

Фото: Фарида Файзиллиной илз личного архива
Эпӗ мӗн ачаран юрăç пулма ӗмӗтленнӗ.

– Ниме парăнманшăн, вăй-хал тупнишӗн, каялла чакманшăн.  Хамăн тӗллевсемпе ӗмӗтсенчен пăрăнманшăн. Мӗншӗн тесен ун пек самантсем пулнă. Тутарстанра та, Чăваш Енре те артистсем çав тери нумай. Çӗкленме çăмăл мар. «Вăй-хална та ан пӗтер», «Кирлӗ мар ку сана», «Урăххине мӗн-тӗр суйла», тесе калакансем нумай пулнă. Кам кăна пулман эп хам пурнăçра: эколог та, экономист та, сутуçă та, вокал вӗрентекенӗ те. Анчах эпӗ мӗн ачаран юрăç пулма ӗмӗтленнӗ. Çавăнпа йывăрлăхсене парăнманшăн, сцена çине тухнăшăн хама тав тăватăп. Халь ман концертсене тутарсем те çӳреме пуçларӗç, чăвашла ытларах юрласан та.  Тутарстан кураканӗсене тутар юррисемпе тыткăнлас килет. Пӗрремӗш альбом тутарла тухрӗ. Ун хыççăн 4 альбом чăвашла, вара татах тутарла. 

– Сирӗн истори çав тери хав­халантарать. Чи кирли ӗмӗтсене шанса парăнмасăр малалла утасси. Вара йăлт пулать. 

– Паллах. Тата хăвпа та, çынпа та уçă, тӳрӗ пулни кирлӗ. 

– Сирӗншӗн мӗн хаклăрах: ӗçтешсем хисеплени, куракансен юратăвӗ е йăлт тӗрӗс турăм текен шалти туйăм?

– Çаксем пурте пӗрле. Куракансен юратăвӗ пулмасан сцена çине тухни усăсăр. Эпӗ вӗт ирӗклӗ ишевре, ыттисенчен тытăнса тăмастăп. Çапах ӗçтешсен хисепӗ те кирлӗ, çук-тăк манпа пӗрле концертсене хутшăнмӗччӗç. Çавăнпа чи малтан юратнă куракансене тав тăватăп. Эсир концертсене çӳремесен эпир вӗт килте ларатпăр. 

– Хăвăрăн репертурата мӗнле юрă чи юратни?

– Чăвашлисенчен Василий Шихрановăн сăввипе çырнă «Тавах сана, ман хаклă тусăм» юрă, мӗншӗн тесен эп тав тума юратакан çын. Унта вара пӗтӗмпех тав туни çинчен, вӗçӗмсӗр юрлама пултаратăп ăна. Сцена çинче те ялан тав тăватăп. Ку ман чунран тухаканни. 

– Йăлăхтарса çитерни пур-и?

–Ун пек калаймастăп. Эпир вӗт куракан çине пăхатпăр. Çавăнпа хăш-пӗр юрра вăхăтлăха пăрахăçлатпăр, урăххипе ылмаштаратпăр. Юрă темле кăмăла пусарать пулсан ăна илместпӗр. Çын вӗт концерта канма килет, пусăрăнса кичемленсе ларма мар. Интереслӗ те, мана хăш-пӗри Татьяна Булановапа танлаштарать хăш чухне. 

– Паçăр эсир тӗрлӗ профессире ӗçлесе пăхни çинчен каларăр. Енчен те музыкăпа ӗçлемен пулсан хăш профессире юлаттăр? 

– Пӗринпе те, кун çинчен нумай шутланă, пӗри те телей кӳмӗччӗ мана. Этемӗн 5 талант тени пур. Манăн вара вӗсенчен чи çутти – музыкăна ăнланни пулӗ. Çавăнпа шутлама та пултараймастăп музыкăпа ӗçлемесен хам ăçта пулассине.    

Фарида. Прямой эфир. Газета
Фарида «Суварта» тӳрӗ эфирта.

– Малашнехи плансем мӗнле сирӗн?

– Халӗ çав тери хăвăрт вăхăт. Планласа ӗлкӗрме те çук. Мӗнле пырать, çапла пытăр та.  Ак паян та çанталăк лайăх, кăмăл çӗкленӳллӗ, çӗнӗ юрă çырса пăрахрăм. Халӗ кӗввине çыртарма мана лайăх туякан аранжировщик кирлӗ. Ыран мӗн пуласса пӗлме те çук. Тăнăçлăх пултăр тӗнчере. Туррăн план çук теççӗ. Эп те планламастăп, тен, кирлӗ те пулӗ. 

– Апла ӗçлетӗр, пӗтӗмлетӳсем тăватăр. 

– Çапла. 

– Пысăк тав сире, Фарида. Тата тепӗр хут аса илтеретпӗр:  Фаридан концерчӗ октябрӗн 12-мӗшӗнче Хусанти «Чулпан» культура центрӗнче пулать.

– Кӗтетӗп сире пурсăра та.       

 

Ксения Романовапа  Фарида Файзуллина калаçăвне Ирина ТРИФОНОВА  çырса илнӗ.


Чувашская эстрада

Нет комментариев