Çӗнӗ хыпарсем

Укçа тӳленӗ, упăшкаллă пурпӗр пулайман

Шупашкарта 43-ри пӗр хӗрарăм савнийӗ пăрахнă хыççăн юмăç патне кайнă.

Юмăç пăскăнчăк пуррипе пурнăçӗ ăнманнине ӗнентерсе 100 пин тенкӗлле пулăшма шантарнине регион ШӖМӗн хыпарӗ çине таянса РИА Новости пӗлтерет. Тăватă уйăх çӳренӗ ун патне хӗрарăм, çак вăхăтра 100 пин тенкӗ ытла укçа тӳленӗ вăл. Пурнăçӗ вара çаплах йӗркеленсе каяйман. Юмăç çыхăнăва урăх тухманнипе хӗрарăм полицие кайнă. Телей шантаракан ултавçă кам пулнине тӳрех тупса ăна тытса чарнă. Ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Халӗ вăл ытти çынсене те çакнашкал улталама пултарнипе-пултарманнине тӗрӗслеççӗ. (ИИ тунă ӳкерчӗк).


проишествие

Нет комментариев