Сентябрӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури вăтам шкулта «Ырă улшăнусен вăхăчӗ» девизпа кӗрхи йăлана кӗнӗ ырăлăх эрни иртет. Акцие халăхсен хушшинчи Ваттисен кунне халалланă.
Шкулта вӗренекенсем «Добро рядом» проект шайӗнче тимур отрячӗсем йӗркелесе ялти пӗччен тата ватă çынсене пулăшма тухнă. Ку официаллă мероприяти çеç мар, пӗр-пӗрне пулăшмаллине тата аслисене хисеплемеллине кăтартакан чăн-чăн тӗслӗх. Шăпах çапла вӗренекенсене ачаранах ырă ӗç тума тата аслисене хисеплеме вӗрентме тăрăшаççӗ вӗрентекенсем.
Çамрăк тимуровецсем ӗçе хастар хутшăннă. Вӗсем пенсионерсене пахчари кӗрхи ӗçсене тума пулăшнă: кăшманпа çӗрулми тухăçне пухса кӗртме, кавăнпа кишӗр пуçтарма. Пулăшнисӗр пуçне, ачасемпе хутшăнни ватăсене савăнтарнă. Вӗсем хăйсен пурнăçӗнчи пулăмсене ачасене каласа панă, шкул ачисем вара хăйсен çитӗнӗвӗсемпе паллаштарнă. Пӗччен пенсионерсемшӗн те, ачасемшӗн те çакăн пек тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Акци шайӗнче шкулти 70 вӗренекен 14 вӗрентекен сӗннипе тата тӗрев панипе ялти 14 ватă çынна, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнаканăн амăшне пулăшнă.
Çак акцие йӗркелени — тӗрӗс ӗç. Вăл çамрăк ăрăва ырă ӗçсем тума, пӗр-пӗрне пулăшма, аслисене хисеплеме вӗрентет. Çакăн пек пуҫарусем пирӗн пурнăҫа ырă еннелле улăштарасса шанатпăр.
Шкулăн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев