Эрне мӗнле иртет?
Гороскоп

Эрне мӗнле иртет?

Çак кунсенче юлташсемпе тӗл пулса калаçни пирӗншӗн интереслӗ, усăллă. Ӗçри ыйтусене хăвăрт татса паратпăр, ыттисен умӗнче ку пирӗн авторитета ӳстерет.

Фото Оксаны Бердниковой.

ТАКА Ку эрнери паллашусем савăнтараççӗ. Халь суту-илӳпе ӗçлекенсене, япала туянакансене ăнăçать. Çăлтăрсем çак кунсенче парикмахер патӗнче пулни çӳçшӗн усăллă пуласса шантараççӗ. Канакансемшӗн те эрне ăнăçлă. ВĂКĂР Эрнене юратнă çынпа пӗрле ирттермелле, хутшӑнусем тата çирӗпрех пулӗç. Çынсене мирлештерессипе çыхăннă пуçарусем питӗ вырӑнлӑ. Иртнӗ эрне пит ăнăçлах пулмасан та сывлӑхăр аван.

ЙӖКӖРЕШСЕМ Кӑткӑс лару-тӑруран çӑмӑллӑнах тухатăр, хальхи ӗçсемшӗн кайран та сире нимӗн япăххи те пулмӗ. Эсир вăйсăрланнă, иксӗлнӗ хăвата тавăрма самай тăрăшмалла. Вӗренекенсемшӗн лайӑх тапхӑр. РАК Ку эрне çăлтăрсем карьерăра, предпринимательсен ӗçӗнче, куçман пурлӑха тара паракансене халиччен пулман тупăш шантараççӗ. Паллах, хăвăрăн та çаврăнăçуллăрах пулмалла. Ӗçе тӗрӗс йӗркелесен эсир ывăнмастăр, хăвăра ирӗклӗн те туятăр.

АРĂСЛАН Сывлӑхăр çирӗп пулсан эрне сирӗншӗн питӗ ăнăçлă иртет. Ӑс-хакӑлăр халь çӳллӗ шайра, пурнăçа кӗртес шухăшăрсем вăйлă, çанă тавăрса ӗçе пикенмелле. Пурнăçăра кӗтмен-çӗртен улшăнусем пырса кӗреççӗ.  ХӖР Кампа-тăр пăхăнса тăмаллах çирӗп туйăм çыхăнтарать-тӗк – ку эрне сирӗншӗн усăллă. Хăвăр тӗллӗн пурăнма, савăнма пултаракан çын пулнине ăнланса илмелле сирӗн. Ыттисен сирӗнтен пӗлтерӗшлӗрех пулмалла мар, вӗсене хăйсен пултараслăхне кăтартма пулăшмалла, хутшăнусем пӗр-пӗринпе тату пулмалла. 

ТАРАСА Обществăлла ӗçсене хутшăнакансемшӗн меллӗ вăхăт. Çак эрнере уйрăмах пулăшу кирлисене тӗрев памалла. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем лайăх,  çемьере лăпкă, ырă. Урамра, пахчара, паркра уçăлса çӳрени вăй хушать. СКОРПИОН Ку эрнере сирӗн канмалла, кăшт иксӗлнӗ вăй-халăра ӳстермелле. Çăлтăрсем халь лавккана çӳреме сӗнмеççӗ – е улталӗç, е укçа тăкаклани усăсăр пулӗ. Çак кунсенче хăвăр куллен пӗçерекен апат çимелле – наркăмăшланас хăрушлăх пур. 

УХĂÇĂ Ку эрнере эсир пӗтӗм ӗçе пӗр харӑс туса хума хатӗр, вăй-хăват фонтан пек вăйлă. Ан манăр, тепӗр чух пит васканипе ӗçӗн пахалăхӗ япăхать. Ӗçри чăрмавсене ăнăçлăн çӗнтеретӗр. ТУ КАЧАКИ Планăрсемпе шухӑшăрсене пурнӑçа кӗртме çӗнӗ партнерсем, сире çывăх куракан сумлă çынсем пулăшӗç. Предприниматель пултарулăхӗ пуррисем çак эрнере самай пысăк çитӗнӳ тăвӗç. Эрне вӗçӗнче çемйӗрте тавлашу сиксе тухсан эсир çӗнтеретӗр.

ШЫВТĂКАН  Ку эрне сирӗншӗн пур енчен те ла­йӑх тапхӑр. Çӗнӗ паллашусем, хӑвӑра кирлӗ çынсемпе хутшӑнни ӗçре пулăшӗç.  Сывлăхăр лайăх, ку  вӑй-халăр иксӗлми пулнине кӑтартать. Çăлтăрсем эрех-сӑрапа е пӑсӑлнӑ апат-çимӗçпе наркăмăшланас хăрушлăх çинчен пӗлтереççӗ. ПУЛĂСЕМ Креативлӑ шухӑшлав пулни çак эр­­нере питӗ пулăшать сире. Ӗçри çитӗнӗвӗрсене пуçлăх тивӗçлипе хаклать, уйрăм ертсе пыма шанма та пултарать. Халӗ шутланисене пурнăçлама çăмăл, йăнăшсене тӳрлетме ансат, анчах эсир хăвăра тăр-пӗччен туятăр.


гороскоп

Нет комментариев