Ал ӗç тума, алла йӗппе çип тытма юрамасть
Çӗнӗ хыпарсем

Ал ӗç тума, алла йӗппе çип тытма юрамасть

Авăн уйăхӗн 21-­мӗшӗ –Турă Амăшӗ çуралнă кун. Çанталăк мӗнле – кӗркунне те тӗпрен илсен çапла пулать. Çак кун çуралнисен сисӗмӗ вăйлă, çӗннине пӗлме юратаççӗ.

Авăн уйăхӗн 22-­мӗшӗ – Анна тата Иоаким. Шăп çак кунран ылтăн кӗркунне пуçланать. Чӗннӗ çӗре хăнана каймаллах, унсăрăн пурнăçра йывăрлăхсем пулма пултараççӗ.  Авăн уйăхӗн 23­-мӗшӗ – Петр тата Павел, Пилеш кунӗ. Телейпе ăнăçу пултăр тесен çак кун сӗтел çине пилешпе илемлетмелле.  Авăн уйăхӗн 24­мӗшӗ – Федор. Çак кун çуралнисем талантлă пулаççӗ. Евчӗ яма, юратуллă тӗлпулăва кайма юрамасть. Хаклă япала та туянма тăхтамалла – вăл нумая пымӗ.

Авăн уйăхӗн 25­-мӗшӗ – Артамон. Çак кунхи çанталăк хӗлле мӗнле пулнине кăтартать. Йывăçсем çинче çулçăсем çукпа пӗрех­тӗк – хӗл сивӗ пулать. Юман йӗкелӗ нумай – хӗлле ăшă пуласса систерет. Ирпе курнă тӗлӗк виçӗ кунран пурнăçланать. Авăн уйăхӗн 26-­мӗшӗ – Корнилий. Çак кун çуралнă ача çине тăракан, ума лартнă тӗллеве чăтăмлăн пурнăçлакан пулать. Çумăр çусан çуркунне йӗпе­сапа пулать. Хӗр килӗшме каймалла мар, мăшăрлану вăраха тăсăлмӗ.

Авăн уйăхӗн 27-­мӗшӗ – Воздвижени. Укçа­тенкӗпе çыхăннă ыйтусене урăх кун татса памалла. Çил çурçӗртен вӗрет­тӗк – çулла ăшă пулать, ирхине тăм ӳкни – кӗçех хӗл ларасса кăтартакан паллă. Çак кун ăшă пулсан Пукравчченех аван çанталăк тăрать. Çак кун çуралнă ывăл лайăх çемье пуçӗ пулать, укçа ӗçлесе илме пӗлет. 


народные приметы

Нет комментариев