Пирӗн пӗр тӗллев – салтаксене пулăшасси
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн пӗр тӗллев – салтаксене пулăшасси

Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур волонтерӗсем СВОри салтаксем валли маскировка сеткисем кăна мар, «Арçури» костюм та çыхса хатӗрлени пирки эпир «Сувар» вулаканӗсене çырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Пирӗн ушкăна çамрăксем те, ваттисем те çӳреççӗ. «Кӗмӗл» çултисем ытларах ӗнтӗ, паллах. Эпир ытти ялсенчи – Васильевкăри, Саврăшпуçӗнчи, Кивӗ Саврăшри, районсенчи – Чистайпа Лайăш – волонтерсемпе те туслă çыхăну тытатпăр. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашатпăр, пӗр-пӗрин çитӗнӗвӗсемшӗн савăнатпăр, пӗрле мероприятисем ирттеретпӗр.

Пирӗн пӗр тӗллев – ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пулăшасси.

Акă август вӗçӗнче эпир, Аксури «Своих не бросаем Аксубаево» пулăшупа тӗрев центрӗнче тăракансем – Татьяна Максимова (Саврăшпуçӗнчен), Наталья Сафронова (Васильевкăран), Любовь Агафонова (Кӳшӳрен), Ольга Елендеева (Хӗрлӗшуртан) Чистая мастер-класа кайса килтӗмӗр. Çӗнӗ материалпа – спанбондпа – ӗçлеме вӗрентӗмӗр. 

Л.Тимкина ярса панă сăнӳкерчӗк.
Чистайра иртнӗ мастер-класа хутшăнакансем.  

Пирӗн салтаксене пулăшас ӗç сеткăпа костюм çыхнипе кăна вӗçленмест. Районта хӳтӗ­левçӗсем валли чи нумай укçа пухассине пуçаракансем шăпах хӗрлӗшурсемпе саврăшсем. Любовь Тимкина пуçарнипе кунта тăтăшах салтаксем валли укçа пуçтарассине йӗркеленӗ, кашни панă пуса, тенке тетраде çырса пырса унпа мӗнле усă курни пирки отчет туса пырать вăл. 2024-2025 çулсенче 414660 пин тенкӗ пухнă пулсан, кăçал январьтен пуçласа август уйăхӗсенче – 288872 тенкӗ. 

Май уйăхӗн вӗçӗнче, тӗслӗх­рен, Фин позывнойлă салтакăн машинине юсама 70 пин ытла тенкӗ тăракан запас пай туянма кӗске вăхăтрах – 8 сехет хушшинче – саврăшсемпе пӗрле 56343 тенкӗ укçа пуçтарса па­тăмăр. Салтакăн амăшӗ Елена Ивановна 5000 тенкӗ, пиччӗшӗ Геннадий Георгиевич 1500 тенкӗ уйрăммăн пачӗç. 

Мӗнле сăлтавпа укçа пуçтарсан та, салтаксем валли тесен, пӗринче те айккинче юлмастпăр эпир.  

Эпир Раççей шайӗнчи «Мы вместе» клубăн регионти уйрăмӗн пайташӗсем. Клуб тӗрлӗ паллă кунсене халалласа ирттерекен акцисене тăтăшах хутшăнатпăр. Халӗ акă «Благотворительный сентябрь» акцие хутшăнма кăмăл турăмăр. 

Л.Тимкина ярса панă сăнӳкерчӗк.
Волонтерсем Степăпа тӗл пулнă самант. 

Ялти клубра ятарлă çар операцийӗнчен кӗске отпуска килекен салтаксемпе тӗлпулусем ирттеретпӗр. Финпа, Андрюхăн мăшăрӗпе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Çак кунсенче пирӗн пата отпуска килнӗ Степа ятарласах курма килчӗ. Унран мăшăрӗ Дина Александровна, аппăшӗ Вера Геннадьевна тата амăшӗ Ирина Ивановна та юлман – хуплу пӗçерсе килчӗç. 

Отпуска килекен салтаксене эпир нихăçан та пушă алăпа яман. Степăна та икӗ «Арçури» костюм, маскировка сетки парса ятăмăр, çӗнтерӳпе хăвăртрах киле ырă-сывă таврăнма сунтăмăр. Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильнур Минсалихович Сафин та Степăпа ятарласах курса калаçрӗ, ăнăçу, çӗнтерӳ сунчӗ.

 

Любовь ТИМКИНА.

Аксу районӗ, Хӗрлӗшур.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 


#Своихнебросаем #Волонтерство Аксубаевский район

Нет комментариев