News by date 8 August 2017
-
Шупашкар хӗрӗн «Юманне» кинофестивальте курайăпăр-и?
Кăçал апрелӗн 4-6-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» Пӗтӗм Раççейри форум иртнӗччӗ. Аса илтеретпӗр, çуркуннехи питчинга регионсенчи кинематографистсене тӗрев парас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ. Унта пӗтӗм чăваша савăнтарса Елена Рябцеван (Шупашкар) «Юман» кинопроекчӗ пӗрремӗш вырăн йышăннăччӗ. Çак фильма Хусанта çитес кинофестивальте курайăпăр-и текен ыйтăва уçăмлатас тӗллевпе фестиваль программин директорӗпе Альбина Нафиговăпа курса калаçрăмăр, вăл...
-
Хусанти кинофестивале кăçал Анна Снаткина килет
Кăçал сентябрӗн 5-11-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне (ХХМКФ) Наталья Варлей, Светлана Светличная, Владимир Конкин, Леонид Кулагин, Анна Снаткина, Виктор Мережко, Марат Башаров, Кирилл Плетнев, Иван Золотухин килессине пӗлтернӗ. Йӗркелӳçӗсем мероприятире çаплах Ингеборга Дапкунайтепе Камиль Ларина та курасшăн, хальлӗхе вӗсем килессине çирӗплетмен-ха. Конкурс программине 27 çӗршывăн 60 фильмӗ кӗнӗ....
-
Елабугăра учительсен фестивалӗ
Паян Елабугăра Учительсен VIII халăхсем хушшинчи фестивалӗ уçăлчӗ. Ăна «Вӗрентӳ пуласлăхӗ е пуласлăх вӗрентӗвӗ» пленарлă ларупа пуçларӗç. Ун ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăнчӗ. Кăçалхи фестиваль Раççейри 410 педагога пухрӗ. Теми «Çӗнӗ ăрăвăн ФГОСӗ - шкул вӗрентӗвӗн методика çӗнелӗвӗ». Раççей учителӗсен виçӗ куна тăсăлакан фестивалӗн программи анлă:...
-
Тутарстанра 500 гектар вăрман лартаççӗ
Кăçал республикăн Мамадыш, Кукмор, Пӗтреç, Саба районӗсенче пурӗ 493,2 гектар вăрман йăрăмӗсем лартма хатӗрленнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА патшалăх туянăвӗн сайчӗн хыпарӗ çине таянса. Проект пӗтӗмпе 43 миллон тенке ларать иккен. Çак ӗçе пурнăçлаканӗ, электронлă аукционра çӗнтернӗ «Саба вăрман хуçалăхӗ» тулли мар яваплăхлă общество. Районсенче йывăç лартас ӗçе контракта алă пуснă...
-
12-мӗшӗнче «ЧНКА» команда «Спектрпа» вылять
Турнир таблицинчи 3-мӗш вырăнти командăпа выляма хуть те хăш ушкăнри футболистсем те лайăх хатӗрленеççӗ. Шăпах çакнашкал тӗрӗслевпе тӗл пулма тивет «ЧНКА» командăн юлашки вăхăтра. Иртнӗ икӗ матча та 4:2 шутпа çӗнтернӗрен чăваш каччисем августăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Басион Б» командăпа выляма çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа тухрӗç. Мӗншӗн тесен вăл таблицăра 9-мӗш вырăнта кăна:...
-
Кам калать Аксу комбайнерӗсем ташламаççӗ тесе?
Çумăр час-часах çукаланипе Атăл леш енчи районсем тырçие хальлӗхе пурте тухайман пулсан, Кама леш енче ӗç хӗрсе пырать. Аксу районӗ, тӗслӗхрен, кăçал республикăра чи малтан тырçие тухаканнисенчен пӗри пулчӗ. Çанталăка кура тухăçа кунта май пур таран хăвăртрах пухса илме тăрăшаççӗ, çавăнпа çӗр ӗçченӗсем талăкӗпех темиçе сменăпа ӗçлеççӗ. Паллах, кун пек...