Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шупашкар хӗрӗн «Юманне» кинофестивальте курайăпăр-и?

Кăçал апрелӗн 4-6-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» Пӗтӗм Раççейри форум иртнӗччӗ. Аса илтеретпӗр, çуркуннехи питчинга регионсенчи кинематографистсене тӗрев парас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ. Унта пӗтӗм чăваша савăнтарса Елена Рябцеван (Шупашкар) «Юман» кинопроекчӗ пӗрремӗш вырăн йышăннăччӗ. Çак фильма Хусанта çитес кинофестивальте курайăпăр-и текен ыйтăва уçăмлатас тӗллевпе фестиваль программин директорӗпе Альбина Нафиговăпа курса калаçрăмăр, вăл...

Кăçал апрелӗн 4-6-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» Пӗтӗм Раççейри форум иртнӗччӗ. Аса илтеретпӗр, çуркуннехи питчинга регионсенчи кинематографистсене тӗрев парас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ. Унта пӗтӗм чăваша савăнтарса Елена Рябцеван (Шупашкар) «Юман» кинопроекчӗ пӗрремӗш вырăн йышăннăччӗ.

Çак фильма Хусанта çитес кинофестивальте курайăпăр-и текен ыйтăва уçăмлатас тӗллевпе фестиваль программин директорӗпе Альбина Нафиговăпа курса калаçрăмăр, вăл пире çапла пӗлтерчӗ: «Эп пӗлнӗ тăрăх, халӗ вăл кинона ӳкерсе пӗтернӗ, монтажпа ӗçлет. Мӗн таран хатӗрлесе çитернине, шел пулин те, калаймастăп. Хусанти кинофестивале хăй ӗçне вăл ярса паман».

Питӗ шел, кинофестивальте хамăрăн йăхташăн ӗçӗ пулмасан. Çапах кун пек кинопрект форумра çӗнтерни те пире савăнтарать. Чăваш культури пур енӗпе те кирлӗ шайра аталанса пымаллах. Талантлисем нумай, вӗсене тӗрев кăна памалла. Елена Рябцевăна форумра çӗнтернӗшӗн «Русская фильм группа» кинокомпани 200 пин тенкӗ тата «Canon» компани техника енӗпе пулăшу панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев