Иккӗмӗш çăкăрăн ят нумай
Кăçал аграрийӗсем тырă нумай пухса илнипе унăн хакӗсем чакаççӗ, биржăра та çавах. Петӗр патша актарма пуçланăранпа пирӗн халăхра нумай ят илме ӗлкӗрнӗ пахчаçимӗçпе мӗнле пулӗ-ши?
Хальлӗхе республикăри фермерсен опт хакӗсем пӗр килограмм картахвишӗн 8 тенкӗпе танлашаççӗ. Хусанти «Привоз» пасарӗнче сарă хупăллă «чăваш» паранкине 11 тенкӗпе сутаççӗ. «Магнитра» паллă мар производитель...