Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Иккӗмӗш çăкăрăн ят нумай

Кăçал аграрийӗсем тырă нумай пухса илнипе унăн хакӗсем чакаççӗ, биржăра та çавах. Петӗр патша актарма пуçланăранпа пирӗн халăхра нумай ят илме ӗлкӗрнӗ пахчаçимӗçпе мӗнле пулӗ-ши? Хальлӗхе республикăри фермерсен опт хакӗсем пӗр килограмм картахвишӗн 8 тенкӗпе танлашаççӗ. Хусанти «Привоз» пасарӗнче сарă хупăллă «чăваш» паранкине 11 тенкӗпе сутаççӗ. «Магнитра» паллă мар производитель...

Кăçал аграрийӗсем тырă нумай пухса илнипе унăн хакӗсем чакаççӗ, биржăра та çавах. Петӗр патша актарма пуçланăранпа пирӗн халăхра нумай ят илме ӗлкӗрнӗ пахчаçимӗçпе мӗнле пулӗ-ши?

Хальлӗхе республикăри фермерсен опт хакӗсем пӗр килограмм картахвишӗн 8 тенкӗпе танлашаççӗ. Хусанти «Привоз» пасарӗнче сарă хупăллă «чăваш» паранкине 11 тенкӗпе сутаççӗ. «Магнитра» паллă мар производитель кантука 9 тенкӗпе сутма тăратнă. Крахмаллă çимӗç хакӗсем пӗлтӗрхинчен ытла инçе тарман. Анчах хăш-пӗр районсенче унăн тухăçӗ ытла та пӗчӗк. Нурлат районӗнчи хуçалăхсенче çӗрмин тухăçӗ гектартан 170 центнер. Кӳршӗллӗ Элкел районӗнче кăтартусем çӳллӗрех. Анчах республикипе иккӗмӗш çăкăр тухăçӗн вăтам кăтартăвӗ 179 центнер пулни хӗл çывхарнă май хаксем майӗпен хăпарасси çинчен калать. Çапах пӗтӗмлетӳсем тума васкамалла мар, хальлӗхе çӗр улми хирӗсен пӗтӗмӗшле лаптăкӗн 11 процентне кăна колорада нăррисен «ӗмӗтӗнчен» тасатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев