Алă парар туссене
«Возьмемся за руки, друзья» фестиваль 2008 çулта йӗркеленнӗ. Малтанхи вăхăтра унта Дербышкири ача çурчӗ кăна хутшăннă. Анчах çулсерен фестиваль вăй илсе, сарăлса пынă. 2013 çулта ăна республика статусне панă.
Кăçал фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ тăлăх, сусăр, ашшӗ-амăшӗнчен уйăрнă ачасемпе ӗçлекен 20 учрежденирен заявка илнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ Хусантан, ыттисем Саба, Нурлат', Лайăш,...