Алă парар туссене
«Возьмемся за руки, друзья» фестиваль 2008 çулта йӗркеленнӗ. Малтанхи вăхăтра унта Дербышкири ача çурчӗ кăна хутшăннă. Анчах çулсерен фестиваль вăй илсе, сарăлса пынă. 2013 çулта ăна республика статусне панă. Кăçал фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ тăлăх, сусăр, ашшӗ-амăшӗнчен уйăрнă ачасемпе ӗçлекен 20 учрежденирен заявка илнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ Хусантан, ыттисем Саба, Нурлат', Лайăш,...
«Возьмемся за руки, друзья» фестиваль 2008 çулта йӗркеленнӗ. Малтанхи вăхăтра унта Дербышкири ача çурчӗ кăна хутшăннă. Анчах çулсерен фестиваль вăй илсе, сарăлса пынă. 2013 çулта ăна республика статусне панă.
Кăçал фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗ тăлăх, сусăр, ашшӗ-амăшӗнчен уйăрнă ачасемпе ӗçлекен 20 учрежденирен заявка илнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ Хусантан, ыттисем Саба, Нурлат', Лайăш, Арск, Пестрецы, Анат Кама, Елабуга, Чистай районӗсенчен.
Гала-концерт умӗн фойере ыркăмăллăх акцийӗ иртрӗ. Интернатсенче вӗренекенсем хăйсен аллисемпе тунă япаласене вӗрентекенӗсем сутрӗç. Фестивалӗн тӗрлӗ çулти гала-концерчӗсене хутшăннă ачасем çырнă сăвăсен пуххине те кăларма пултарнă ăна йӗркелекенсем. «Шăплăхри мелоди» ятлă вăл, мӗншӗн тесен унăн ӗçне илтмен ачасем те хутшăннă.
Зала Хӗл Мучипе Юрпике кӗрсе тăни концерт куракан ачасемшӗн чăн кӗтменлӗх пулса тăчӗ. Ачасене çавăн пекех депутатсем, хула пуçлăхӗсем, министрсем саламларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев