News by date 9 June 2017
-
Çӗпрелӗнче православи фестивалӗ
Июнӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел район цетрӗнчи Сергий Радонежский чиркӗвӗнче «Троица юррисем» православи фестивалӗ пулать. Пӗрремӗш хут вăл кунта пӗлтӗр иртнӗччӗ. Асăнса хăварар, хальччен кун йышши анлă культурăпа тӗн мероприятийӗ республикăра Кама леш енчи Алексеевски храмӗнче ирттересси йăлараччӗ. Унти «Чан сасси» фестивале çулсерен Раççейрен çӗр-çӗр çын хутшăнать. Çӗпрел храмӗн настоятелӗ Павел иерей...
-
Аслă Аксури Çимӗк
Майăн 3-мӗшӗнче ваттисен кунӗ çумăрлăччӗ-тӗк, тепӗр кун сивӗрех пулсан та çанталăк заказпа тенӗ пек уяр тăчӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял çыннисемшӗн вăл парне пекех пулчӗ. Шăп çак кун иккӗмӗш çул вӗсем авалхи йăлапа Çимӗк уявне ирттереççӗ. Паллах ӗнтӗ, хальхи уява ӗлӗкхипе танлаштарма çук, унра йăла пӗлтерӗшӗ сахал, ял çыннисемшӗн...
-
Халăх календарӗ
10-мӗшӗ - çак кун лăпкă-тăк, лайăх тухăçа. 11-мӗшӗ - ыраш пучах çавăрать, вăрманта пӗрремӗш кăмпа тухать. 12-мӗшӗ - çӗлен туйӗ пуçланать. Çак кун вăрмана кайма хушмаççӗ. 13-мӗшӗ - ака ӗçне вӗçлемелле. 14-мӗшӗ - ирхине çанталăк ăмăр тăни авана, çурхи культурăсем ăнса пулаççӗ. 15-мӗшӗ - Раççейре пуç кăшăлӗ çыхнă. Çӗрлехи тӗлӗк...
-
Кун хыççăн кун
Июнь, 10 Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.26, кун тăршшӗ - 17.26. Уйăх: тухать - 20.45, анать - 4.05. Раççейре сăра вӗретекен кунӗ. Сӗтел-пукан тăвакан кунӗ. Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Çынсем хыççăн кайма кирлӗ мар, хăвăрăн шухăш-кăмăлăра тӗпе хумалла. Июнь, 11 Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.27,...
-
Пăлхарти чăваш художникӗн куравӗ Хусанта уçăлать
Паян Хусанта Спасски районӗн паллă художникӗн Валерьян Николаевич Киргизинăн куравӗ уçăлать. Ăна Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче 16.00 сехетре уçаççӗ. Курав ячӗ «ПĂЛХАР ТАВРАШӖСЕМ». Валерий Киргизин Нурлат районӗнчи Куракьелӗнче çуралса ӳснӗ. Ӳкерес ӗçе вăл Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Киргизин Овчинниковăн вӗренекенӗ шутланать. Пуринчен те ытларах унăн пейзажсем ăнăçлă пулаççӗ. Паллăраххисем: «Рабига кӳлли»,...