Кун хыççăн кун
Июнь, 10 Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.26, кун тăршшӗ - 17.26. Уйăх: тухать - 20.45, анать - 4.05. Раççейре сăра вӗретекен кунӗ. Сӗтел-пукан тăвакан кунӗ. Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Çынсем хыççăн кайма кирлӗ мар, хăвăрăн шухăш-кăмăлăра тӗпе хумалла. Июнь, 11 Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.27,...
Июнь, 10
Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.26, кун тăршшӗ - 17.26. Уйăх: тухать - 20.45, анать - 4.05.
Раççейре сăра вӗретекен кунӗ.
Сӗтел-пукан тăвакан кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Çынсем хыççăн кайма кирлӗ мар, хăвăрăн шухăш-кăмăлăра тӗпе хумалла.
Июнь, 11
Хӗвел: тухать - 3.00, анать - 20.27, кун тăршшӗ - 17.27. Уйăх: тухать - 21.33, анать - 4.49.
Çăмăл промышленность ӗçченӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 18-мӗш кун. Йывăр ӗçлемелле мар, чун туртакан ӗçпе аппаланмалла.
Çак кун çуралнă: Денис Мацуев (1975).
Июнь, 12
Хӗвел: тухать - 2.59, анать - 20.28, кун тăршшӗ - 17.29. Уйăх: тухать - 22.13, анать - 5.41.
Раççей кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 19-мӗш кун. Лайăххи пирки шутламалла, канмалла.
Июнь, 13
Хӗвел: тухать - 2.59, анать - 20.29, кун тăршшӗ - 17.30. Уйăх: тухать - 22.46, анать - 6.39.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Хуть мӗнле ыйтăва, хирӗçӳ-харкашăва тӗплӗн шухăшласа татса памалла.
Çак кун çуралнă: Сергей Маковецкий (1958).
Июнь, 14
Хӗвел: тухать - 2.59, анать - 20.29, кун тăршшӗ - 17.30. Уйăх: тухать - 23.15, анать - 7.43.
Пӗтӗм тӗнчери юн донорӗн кунӗ.
Халăхсен хушшинчи блогер кунӗ.
Раççей миграци хӗсмечӗн ӗçченӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Ӗçре хирӗçӳ сиксе тухма пултарать, пур ыйтăва та лăпкăн татса пама тăрăшмалла.
Çак кун çуралнă: Дональд Трамп (1946).
Июнь, 15
Хӗвел: тухать - 2.58, анать - 20.30, кун тăршшӗ - 17.32. Уйăх: тухать - 23.40, анать - 8.52.
Пӗтӗм тӗнчери çил кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Хуть мӗнле улшăнăва та оптимизмпа йышăнмалла, çӗнни çӗнӗ шанăç панине манмалла мар.
Çак кун çуралнă: Михаил Державин (1936).
Июнь, 16
Хӗвел: тухать - 2.58, анать - 20.30, кун тăршшӗ - 17.32. Уйăх: анать - 10.03.
Халăхсен хушшинчи Африка ачисене хӳтӗлемелли кун.
Уйăх календарӗпе - 22-мӗш кун. Шалти ӗмӗтсене пурнăçлама çул уçă.
Çак кун çуралнă: Александр Зайцев (1952).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев