News by date 10 January 2017
-
Сандимировсен тимӗрӗсем
Эпир чăваш «кулибинӗсем» çинчен хаçатра пӗрре мар çырнă. Кашнинчех вӗсем хăйсен тавçăрулăхӗпе пире тата вулакансене тӗлӗнтереççӗ. Час-часах тимӗр-тамăр купи çине каймалли кивӗ е çӗмрӗк япала ылтăн алăсенче хуçалăхра кирлӗ хатӗре çаврăнма пултарать. Çакна та палăртса хăвармалла: эпир тӗл пулса калаçнă «кулибинсем» пӗри те шкулта инженер-конструктор валли кирли предметсемпе 5-лӗх вӗренмен......
-
Тинех пирӗннисем мӗн-тӗр «çуратма» пултарчӗç
Чăнах та çапла калас килет çак фильма курсан. Ăна «Асам» кинофестиваль статуэткине панипе кăна çапла каламастăп, паллах. Çынсене пирӗн аваллăх çинчен паха материал пама пултарнăшăн. «Пирӗн историе урăх халăх туртса илет» тесе усăсăр тӗпӗртетни кăлăхах пулнине ăнланса илчӗç пулмала чăваш историкӗсемпе кинематографисчӗсем, медиапродукт енне сулăнчӗç. Ан тив, çитменлӗхсем пур-тăр, çапах...
-
Шăнса ан пăсăлăр
Çӗнӗ çулхи уявсенче Тутарстанра шăнса пăсăлнă 32 çынна медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулнă. Çакăн çинчен Республикăри катастрофа медицинин ертӳçи Ирина Исаева пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе сивӗсенчен шар курнисен хушшинче пӗр çул çитмен ача та пур. Кăтартусене ноябрь уйăхӗнчен илес пулсан, Тутарстанра 330 çынна тăм тивнӗ. Пӗр çын урамра шăнса вилнӗ. Хӗлле медиксем...
-
Часах Хусанта чăваш дискотеки пулать
Иртнӗ çул Хусанта чăваш дискотекисем сахал мар пулчӗç. Юлашкинчен пирӗн çамрăксене савăнтарма ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Виталий Адюков хăй килнӗччӗ. Унăн хита çаврăннă «Московски сиктерет» юррипе «Троя» ресторанăн уратине хусансем самай силлерӗç. Анчах кăçал йӗркелекенсем ташă каçӗсен вырăнне улăштарасшăн. - Дискотекăсем каçхи клубсенче иртмелле, - терӗ пире ЧНКА Ӗçтăвкомӗнчи...
-
Стас Владимимров пахчаçимӗç ролӗнче
Шупашкарта нумай вăхăт хушши «Тантăш» хаçата ертсе пынă, унтан хăй тӗллӗн пӗчӗккисем валли «Асамат» журнал кăларма тытăннă ачасен писателӗ Владислав Николаев ача-пăча психологине лайăх пӗлни çак пьесăра курăмлăн сисӗнет. Автор «çӗртен уйрăлнă» хула çыннисене Çӗр Анне патне хаваслă юмах урлă тавăрасшăн. Кунта Çăкăр Пучахӗн, Çӗр Улмин, Ӗне Ыррин сăнарӗсем ăна...