Часах Хусанта чăваш дискотеки пулать
Иртнӗ çул Хусанта чăваш дискотекисем сахал мар пулчӗç. Юлашкинчен пирӗн çамрăксене савăнтарма ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Виталий Адюков хăй килнӗччӗ. Унăн хита çаврăннă «Московски сиктерет» юррипе «Троя» ресторанăн уратине хусансем самай силлерӗç. Анчах кăçал йӗркелекенсем ташă каçӗсен вырăнне улăштарасшăн. - Дискотекăсем каçхи клубсенче иртмелле, - терӗ пире ЧНКА Ӗçтăвкомӗнчи...
Иртнӗ çул Хусанта чăваш дискотекисем сахал мар пулчӗç. Юлашкинчен пирӗн çамрăксене савăнтарма ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Виталий Адюков хăй килнӗччӗ. Унăн хита çаврăннă «Московски сиктерет» юррипе «Троя» ресторанăн уратине хусансем самай силлерӗç. Анчах кăçал йӗркелекенсем ташă каçӗсен вырăнне улăштарасшăн.
- Дискотекăсем каçхи клубсенче иртмелле, - терӗ пире ЧНКА Ӗçтăвкомӗнчи масăллă мероприятисен комитечӗн ертӳçи Алексей Наумов. - Февраль уйăхӗн варринелле чăваш çамрăкӗсене Хусанти çӗнӗ вырăнта пуçтарăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев