News by date 10 April 2017
-
Пӗкӗлмере çуралнă космонавт Çӗр çине таврăннă
Шăп паян, апрелӗн 10-мӗшӗнче Казахстан çӗрĕ çине МКС-ри космонавтсем таврăннă. Вӗсен шутӗнче пирӗн ентешӗмӗр Сергей Рыжиков та пур. Сергейпа пӗрле борт çинче 49-мӗшпе 50-мӗш экспедицине хутшăннă Роскосмос космонавчӗ Андрей Борисенкопа NASA астронавчӗ Робейт Шейн Кимброу та пулнă. Аса илтеретпӗр, ТПК «Союз МС- 02» экипажĕ Космоса 2016 çулăн апрелӗн 21-мӗшӗнче вĕçнĕ....
-
Шемексем ача садӗнченех лекци итлеççӗ
Çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе ТР Пушара хирӗç кĕрешес службин Апасри отрячӗн (Пăва районӗнчи) Хирти Кушкăри сотрудникӗсем халăхпа профилактика ӗçĕсем ирттереççӗ. Шăп çак кунсенче Хирти Кушкăри уйрăм пост ертӳçи Олег Карамзин Шемек ялӗнчи ача садӗнче пӗчӗккисемпе калаçу ирттернӗ. Килте е урамра шăрпăкпа выляни, типӗ курăкпа çӳп-çапа çунтарни питĕ хăрушă...
-
Эрнелӗх гороскоп 10.04 – 16.04
ТАКА 21.III - 20.IV Романтикăлла хутшăнусем йӗркелесе яма ăнăçлă тапхăр, ытларах тухса çӳреме тăрăшăр. Сывлăх енӗпе вара лару-тăру лайăхах мар, эндокринпа лимфа системисен ӗçӗ чăхăмлама пултарать, пуç ыратни аптратать. Укçа-тенкӗ ӗçлесе илме пулмӗ, вăй-халăра усăсăр пӗтеретӗр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Обществăлла ӗçсене, харпăр проблемăсене татса памалли вăхăт мар. Эмоцисене йӳле...
-
Пирӗн Сантăр Пикл
Кашни тапхăра вăл вăхăтра пурăннă паллă çынсемпе виçсе танлаштараççӗ историксем. Уйрăмах искусствора. Калăпăр, Микеланджелопа Леонардо возрождени - чӗрӗлӳ - саманинче ӗçленӗ. Романтизм юхăмӗ те, реализм та, готика та - кашнийӗ хăйӗн ăстисемпе палăрса тăрать. Истори чаплă пир тӗртекен пек, çав ятсене вăхăт катанпирӗ çине тӗрлесе кӗртсе хăварать. СССР арканнăвӗнчен пуçланнă...
-
Пăва районӗнчи чăваш центрӗн Канашӗнче ытларах арçынсем
Эпир чăваш культурине аталантарас ӗçре ытларах хӗрарăмсем тăрăшнине курма хăнăхса пыратпăр. Чылай районсенче ЧНКЦ ертӳçисем те хӗрарăмсем. Анчах Пăва районӗнчи лару-тăру пачах урăхла. Апрелӗн 8-мӗшӗнче Кипеккассинче иртнӗ Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗнче çӗнӗ Канаш суйларӗç. Унта пурӗ 31 çын кӗчӗ, пурте тенӗ пекех арçынсем - предприяти...
-
Елабуга чăвашӗсене ертсе пыракан çук
Ытти районсенче чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем хăйсен ӗçне хастаррăн илсе пыраççӗ пулсан, хăш-пӗр пӗчӗк мар хуласенчех, шел пулин те, чăвашлăх ӗçӗ аран-çуран пырать. Сăмах Ешӗлвар (Зеленодольск) тата Елабуга пирки пырать. Елабугăра чăвашсем иртнӗ çулсенче пухăнкаласа юрăпа ташă ансамблӗ тукаларӗç пулсан, Ешӗлварти чăвашсем йăшăлтатмаççӗ те. Çав вăхăтра унти чăвашсен официаллă шучӗ...