Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эрнелӗх гороскоп 10.04 – 16.04

ТАКА 21.III - 20.IV Романтикăлла хутшăнусем йӗркелесе яма ăнăçлă тапхăр, ытларах тухса çӳреме тăрăшăр. Сывлăх енӗпе вара лару-тăру лайăхах мар, эндокринпа лимфа системисен ӗçӗ чăхăмлама пултарать, пуç ыратни аптратать. Укçа-тенкӗ ӗçлесе илме пулмӗ, вăй-халăра усăсăр пӗтеретӗр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Обществăлла ӗçсене, харпăр проблемăсене татса памалли вăхăт мар. Эмоцисене йӳле...

ТАКА 21.III - 20.IV

Романтикăлла хутшăнусем йӗркелесе яма ăнăçлă тапхăр, ытларах тухса çӳреме тăрăшăр. Сывлăх енӗпе вара лару-тăру лайăхах мар, эндокринпа лимфа системисен ӗçӗ чăхăмлама пултарать, пуç ыратни аптратать. Укçа-тенкӗ ӗçлесе илме пулмӗ, вăй-халăра усăсăр пӗтеретӗр.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Обществăлла ӗçсене, харпăр проблемăсене татса памалли вăхăт мар. Эмоцисене йӳле ярса кăра хăтлансан чирлеме е инкеклӗ лару-тăрăва çакланма пултаратăр. Çак вăхăтра улталама та, пулăшма та пултарӗç. Çынпа усă курса е вăрттăн ӗçлесе илме хăтланнинчен ним аванни те пулмӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Çын мӗн шутланине пăхмасăр хăвăрăн тӗллевсене пурнăçлама тăрăшмалла. Сывлăхăр вăй-халпа психика енчен мӗн таранччен йывăрлăхсем тӳсме пултарнинчен килӗ. Карьерăри ӳсӗм маларах шутланă планпа пулса пымӗ. Чăрмантаракансем тупăнӗç.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Сирӗнпе интересленекенсен шучӗ йышланни эмоцисен лару-тăрăвне япăхлатӗ, планăрсем пирки никама та каласа ан парăр, ят саракансем тупăнӗç. Ку эрнере ӗмӗтленни ӗçленинчен лайăхрах пулӗ. Ӗçпе çыхăннă проектсене çитес эрнене хăварăр, халӗ тумхахсем нумай.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Харпăр хутшăнусенчи ăнланманлăхсем тинех хыçа юлчӗç, умра ырă кӗтменлӗхсем, тӗлпулусем. Ытти енӗпе асăрхануллă пулмалла. Сывлăх аван, вăй-хал та хăвăрт таврăнать. Карьерăра çитӗнӳ тума тăрăшни ăнать. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсем те ăнаççӗ.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Романтикăлла хутшăнусемшӗн ырă вăхăт, çынсемпе çăмăллăн хутшăнатăр. Сипленме, косметологи процедурисене тума, илем салонне çӳреме те лайăх тапхăр. Укçа-тенкӗпе тирпейлӗрех пулăр, вăл шыв пек юхса кайма пултарать, хаклă япаласем туянса ан тăкакланăр.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере нумай ӗçлемелле пулать, ывăнса çитетӗр. Пур енӗпе те асăрхануллă пулăр, ыраттарса аманас хăрушлăх пур. Укçа-тенкӗ енӗпе йышăнусене тарăн шутласа тумалла. Пӗччен ӗçлесен те харпăр тивӗçсене мӗнпур вак-тӗвеке шута илсе пурнăçламалла.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çак тапхăрта эсир тӗнче варри тейӗн, ыттисем сирӗн çумăрта курăнмаççӗ те. Вăй-хал та, ӗçлес кăмăл та пысăк, стрессене çăмăллăнах çӗнтеретӗр. Çапах чӗрепе юн тымарӗсен системине, çурăм шăммине упрамалла. Укçа-тенкӗ енчен кӗтнине илеймессе е тивӗçменнине илме пултаратăр.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере килти тата çемье ӗçӗсемпе аппаланма тивет, тăвансемпе тимлӗ пулни хирӗçӳсенчен пăрса хăварӗ. Йăх чирӗсем палăрма пултараççӗ, лимфа системипе апат хуранӗ айванрах. Укçа-тенкӗ енӗпе теветкелленес мар тесен, ӗçре çӗнӗлӗхсем кӗртмелле мар. Творчествăри плансене ырăрах вăхăта хăварсан лайăхрах пулӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Ку вăхăтра пуçӗпех ӗçе путатăр, усăллă çыхăнусем пурри проблемăсене татса пама пулăшӗ. Шăнса пăсăласси сирӗн пирки мар-тăк, эрне лайăх иртӗ. Çапах профилактика пăсмӗ. Укçа-тенкӗ енчен улшăнусем çук: халиччен лайăх е япăх пурăннă пулсан малашне те çаплах пулӗ.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Кӳршӗсемпе ӗçтешсем улталама пултарӗç - асăрханăр. Вӗсем пуçарнă авантюрăсене ан хутшăнăр. Вăй-хал пухмалли тапхăр. Нумайăшӗ эсир еплерех апатланнинчен, эмоцисемпе психика лару-тăрăвӗнчен килӗ. Укçа-тенкӗ енчен пӗлтерӗшлӗ эрне, тупăшăра ӳстерме е пурлăхпа çыхăннă проблемăсене татса паратăр.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Хăвăр пирки пӗлтерме вăхăт çитнӗ. Ку эрнере çăмăллăнах кирлӗ çыхăнусем йӗркелеме, хăвăр енӗпе тимлӗхе ӳстерме пултаратăр. Чирлесе тăракансен сывлăхӗ черченленет, симптомсем вăйланма пултараççӗ. Çанă тавăрса ӗçлесен укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплететӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев