Йăвашкелӗнче Нобель премийӗн лауреачӗн çывăх юлташне асăну хăми уçрӗç
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă.
Вăл 10 тултарсан çемйи Çӗпӗре тухса каять. Анчах ашшӗ...