Йăвашкелӗнче Нобель премийӗн лауреачӗн çывăх юлташне асăну хăми уçрӗç
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă. Вăл 10 тултарсан çемйи Çӗпӗре тухса каять. Анчах ашшӗ...
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă.
Вăл 10 тултарсан çемйи Çӗпӗре тухса каять. Анчах ашшӗ çул çинче вилсе кайнипе тăлăха юлнă Василий детдома лекет. Тӗнче касса нумай çӳреме тивет унăн. 1967 çулта тин тăван ялне таврăнать. Фронтра вăл журналист пулнă, каярах та хаçат ӗçӗче нумай тăрăшнă. Шолоховпа юлташлă пулнăран Вареев çыравçă ăсталăхне те палăртма тытăннă. 91 çулччен пурăннă Василий Петрович.
Йăвашкелсем ентешне хисеплесе шкулта унăн асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçрӗç. Каярах вырăнти Культура керменӗнче уяв концерчӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев