News by date 14 January 2023
-
Православи календарӗ – 2023
Кăçал Аслă типӗ февралӗн 27-мӗшӗнчен пуçланать. Мăнкун – апрелӗн 16-мӗшӗнче.
-
Хулаçырминчи Салифановсем ылтăн туй паллă турӗç
Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна Салифановсем тӗслӗхлӗ мăшăр. Иккӗшӗ те ялта хисеплӗ çынсем. Сергей Ананьевич мӗн çамрăкран тӗрлӗ çӗрте ертӳçӗ тивӗçӗсене пурнăçланă. 1979–1983 çулсенче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗнче ӗçленӗ. Унтан пӗр вăхăт çамрăк коммунист 1983–1991 çулсенче «Путь Ленина» колхозăн партком секретарӗнче тăрăшнă.
-
Аксу артисчӗсем халăха савăнăç парнелеме пӗлеççӗ
Аксу артисчӗсем район центрӗнчи Культура çуртӗнче концерт йӗркелесе халăха чăн-чăн Раштав асамлăхӗ парнелерӗç. Шартлама сивӗсене пăхмасăр тӗрлӗ çулти çынсене: садик ачисенчен пуçласа ваттисем таранах пухрӗ.
-
Хулаçырми ачисемшӗн Раштав – чи кӗтнӗ уяв
Раштав хулаçырмисемшӗн православи уявӗсенчен чи юратнисенчен пӗри, уйрăмах шкул ачисемшӗн. Вăл ялта чиркӳ уçăлнă хыççăн йăлана кӗчӗ. Тӗрӗссипе Раштава уявлассине Николай Угаслов пуçарса ячӗ. Çапла чиркӳ уçăлнăранпа Николай Федорович кашни çул тăван ялне чи пӗчӗк халăха – ачасене саламлама килет. Турă шыва кӗни ячӗллӗ чиркӳре Христос çуралнипе çыхăннă ирхи кӗлӗ хыççăн ялти вăтам шкулта çуллен Раштава халалланă уяв пуçланать.
-
Николай Александровичпа Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа 45 çул çитет
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Николай Александровичпа Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа январӗн 14-мӗшӗнче 45 çул çитет. Юратнă çыннăмăрсене сапфир туйпа ăшшăн саламлатпăр!