Православи календарӗ – 2023
Кăçал Аслă типӗ февралӗн 27-мӗшӗнчен пуçланать. Мăнкун – апрелӗн 16-мӗшӗнче.
Куçса пыракан праçниксем
Апрелӗн 9-мӗшӗ – Турă Иерусалима кӗнӗ кун – Кăчкă праçникӗ (Вербное Воскресенье).
Майăн 25-мӗшӗ – Мăнкун иртсен хӗрӗх кунтан Иисус Христос Елеон тăвӗ çинчен пӗлӗте хăпарни – Вознесени.
Июнӗн 4-мӗшӗ – виçипостаçлă Таса Турă кунӗ. Мăнкун иртсен аллăмӗш кун пулакан уяв – Троица (Çимӗк).
Куçман праçниксем
Январӗн 7-мӗшӗ – Иисус Христос çуралнă кун – Раштав.
Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Хритос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни.
Февралӗн 15-мӗшӗ – Кӗтсе илме кайни, хирӗç тухса кӗтсе илни – Сретени.
Апрелӗн 7-мӗшӗ – Тасаран Таса Хӗре Ырă Хыпар пӗлтерни – Пăлхавăшни.
Августăн 19-мӗшӗ – Турă çап-çутă пулса курăнни – Преображени.
Августăн 28-мӗшӗ – Турă Амăшӗ леш тӗнчене канăçланса куçса кайни – Успени.
Сентябрӗн 21-мӗшӗ – Турă Амăшӗ çуралнă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗ – Хӗресе çӗклесе кăтартни – Воздвижени.
Декабрӗн 4-мӗшӗ – Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗве кӗртни – Введени.
Аслă праçниксем
Январӗн 14-мӗшӗ – Турă ӳтне Моисей йăлипе кастарни – Обрезани.
Апрелӗн 16-мӗшӗ – Христос чӗрӗлнӗ Аслă кун – Мăнкун.
Июлӗн 7-мӗшӗ – Иоанн Креститель çуралнă кун, ырлăх илес умӗн килекен кун.
Июлӗн 12-мӗшӗ – Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çырла çимелли кун – Питрав.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Октябрӗн 14-мӗшӗ – Таса Турă Амăшӗн Çивитти хӳтти кунӗ – Пукрав.
Нумай кун тытмалли типӗсем
Февралӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 15-мӗшӗччен – Аслă типӗ – Мăнкун типпи.
Июнӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗччен – Питрав типпи.
Августăн 14–27-мӗшӗсенче – Успени типпи (Сăпас типпи).
Ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 6-мӗшӗччен – Раштав типпи.
Пӗр кун тытмалли типӗсем
Январӗн 18-мӗшӗнче – Турă шыва кӗрес умӗнхи кун.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче – Воздвижени. Хӗресе çӗклесе кăтартнă кун.
Тата çаплах типӗсӗр эрнепе Çветке вăхăчӗсӗр пуçне çулталăк тăршшӗпе юнкунпа эрнекун.
Вилнисене асăнмалли кунсем
Февралӗн 18-мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.
Мартăн 11-мӗшӗнче – Мăнкун типпин иккӗмӗш шăматкунӗ.
Мартăн 18-мӗшӗнче – Мăнкун типпин виççӗмӗш шăматкунӗ.
Мартăн 25-мӗшӗнче – Мăнкун типпин тăваттăмӗш шăматкунӗ.
Апрелӗн 25-мӗшӗнче – Радоница – Ваттисен кунӗ.
Майăн 9-мӗшӗнче – Вăрçăра пуç хунисене асăнмалли кун.
Июнӗн 3-мӗшӗнче – Троица умӗнхи (Çимӗк) ваттисене асăнмалли кун.
Ноябрӗн 4-мӗшӗнче – Дмитриевски ваттисене асăнмалли кун.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев