News by date 15 March 2022
-
Ешӗлвар районӗнче вырнаçнă «Майский» теплица комбинатне Тутарстан Президенчӗ пырса курнă
Вăл çырласем, хăярсем, помидорсем тата ытти çимӗç ӳстерекен теплицăсене курса çаврăннă, энергоцентр ӗçӗпе паллашнă. Рустам Миннихановпа пӗрле Ешӗлвар муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Михаил Афанасьев тата «Майский» ТК генеральнăй директорӗ Ильшат Ганиев пулнă.
-
Февраль вӗçӗнчен Тутарстанри шанăç телефонне килнӗ шăнкăравсен шучӗ 43% ӳснӗ
Февралӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 10-мӗшӗччен шанăç телефонӗсене 1949 шăнкăрав килнӗ, пӗлтӗрхи çак вăхăтри кăтартусемпе танлаштарсан, кăçалхи тапхăрта шăнкăравсен шучӗ 43% ытларах. Çынсем ытларах ашшӗ-амăшӗсемпе ачисен хушшинчи хутшăнусем, ачан хăйпе пӗр çулхисен хушшинчи хутшăнусем, сывлăх йывăрлăхӗсем пирки шăнкăравлаççӗ.
-
Бизнеса тӗрев парас çӗнӗ майсем Тутарстана мала тухма пулăшӗç
Патшалăх Думи Раççей Правительствин закон кăларас пуçарăвӗсене васкавлă майпа пăхса тухать. Çакна вăл çӗршывра финанспа экономика лару-тăрăвне стабилизацилес, граждансемпе усламçăсене тӗрев парас тесе тăвать.
-
Ютăнне хамăрăннипе улăштармалла
Альберт Каримов сăмахӗсемпе, Тутарстан мӗн пур отрасльсен ӗçӗ чăрмавсăр пултăр тесе тăрăшать
-
Парăму пур-тăк, çула тухма асăрхан
Икӗ уйăхра Тутарстанра парăмçăсенчен виçӗ миллион ытла тенкӗ кăларттарнă
-
Олег Мустаева тӑван ялӗнче пытарӗҫ
Паян Чӗмперти Чӑваш кил-ҫуртӗнче вырӑнти вӑхӑтпа 11.00 сехетре Ульяновск облаҫӗнчи ЧНКА ертӳҫипе О.Н.Мустаевпа сывпуллашӗҫ