Икӗ уйăхра Тутарстанра парăмçăсенчен виçӗ миллион ытла тенкӗ кăларттарнă
Тутарстанри суд приставӗсем тата патшалăх çул-йӗр инспекцийӗн ӗçченӗсем штраф, налог, алимент, кредит тӳлемен çынсене шырасси пирки йӗркеленӗ рейдсене тухаççӗ. Икӗ уйăхра сотрудниксем 28 рейд тунă. Çул çинче тытса чарнă парăмçăсенчен 800 000 тенке яхăн налог парăмӗсене шыраса илнӗ, 830 000 пин тенке яхăн ГИБДД-н административлă штрафӗсене шыраса илнӗ, çул çитмен ачасене паман алименчӗсене 40 000 тенке яхăн шыраса илнӗ, ытти исполнительнăй производствосемпе –1,5 млн тенкӗ кăларттарнă.
Нет комментариев